Archive - Apr 2014 - Чăваш хĕрарăмĕ

апреля 5th

Çак кунсенче Турцири Эскишехир хулинче Тĕрĕк журналисчĕсен пухăвĕ иртнине хамăрăн вулакансене пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Пĕр тăван халăхсен аталанăвĕн нумай ыйтăвне пăхса тухнă унта. Пĕлтерĕшлĕ çак саманта нумай та мар, сахал та мар - пĕр эрне сÿтсе явнă.

«Манăн ача 3 çулччен калаçман. Эпир те, тухтăрсем те вăл пĕрремĕш сăмах каласса кĕтеттĕмĕр. Чуна уçăмсăрлăх кăшлатчĕ. Çавăнпах тĕпренчĕке Шупашкара психиатр патне илсе килтĕм. Шăпах вăл пепке аутизмпа аптăранине палăртрĕ. Ун чухне психолог пулăшăвĕ хама та кирлĕччĕ. Малтанах пепкем амăшне юратнине те кăтартман. Пĕчĕкскер темрен те хăратчĕ. Тĕпсĕрлĕх авăрне лекнĕн туйăннăччĕ. Кайран сипленме пуçларăмăр. Халĕ вăл çывăх çыннисене хаклама пуçларĕ, сăлтавсăр тапăнма пăрахрĕ.

Пирĕн хаçат тата республикăри Хĕрарăмсен канашĕ, Ашшĕсен канашĕ пĕрле ирттерекен «Нумай ачаллă ашшĕ» конкурса хутшăнма тивĕçлĕ тепĕр арçын - Шупашкар районĕнчи Юртукасси ялĕнче пурăнакан Николай Александров. Вăл - Кÿкеçри 41-мĕш пушар чаçĕн ертÿçин çумĕ. «Мĕнле вăхăт тупмалла-ши? Паян вĕренÿре эпĕ, ыран - ĕçре...» - хуравларĕ вăл тĕл пулма ыйтсан. Çапла вара эпĕ... дежурствăна тухрăм.

Пирчемен суран

Статистиксем Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн кăтартăвĕсене тĕпе хурса Чăваш Енĕн вăтам арçыннин сăнне уçăмлатнă.

Тÿрех палăртмалла, пирĕн республикăри арсем хăйсемпе интереслентерме пултараççĕ: кашни 1000-шĕ пуçне 1148 хĕрарăм тивет. Вĕсен йышĕ 579 пинпе е халăхăн 47 проценчĕпе танлашать. Пысăк пайĕ /58 процент/ - хула çынни, чи йышли - вăй питти ÿсĕмрисем /390 пинĕн е 67 процент/, чи сахалли - ĕçлеме пултараслăх ÿсĕмĕнчен аслăраххисем, унашкаллисем 78 пинĕн /14 процент/.

Тĕрĕк чĕлхеллĕ патшалăхсен ертÿçисен саммичĕ йышăннипе 2010 çултанпа “Тĕрĕк тĕнчин культура тĕп хулине” палăртасси йăлана кĕнĕ. 2012 çулта чыслă çак ята Астана тивĕçнĕ. Пĕлтĕр вара культура эстафети Турцири Эскишехир хулине куçнă.

апреля 2nd

• 7 ребятишек из детского дома нашли семейное тепло в уютном гнездышке Ермаковых из Батыревского района. Для большого семейства женщина готовит в 15-литровой кастрюле.
• Только принудительное лечение сможет остановить эпидемическое распространение этой болезни.
• В Чебоксарском районе успешно прошел День газеты “Чăваш хĕрарăмĕ”.
• Редактор газеты “Чăваш хĕрарăмĕ” принял участие в Собрании тюркских журналистов, который прошел в турецком городе Эскишехир.
• Что нужно делать, чтобы получить как можно больше поросят?

- Йышлă çемье валли хĕрарăм 15 литр кĕрекен кастрюльпе апат пĕçерет.
- Ирĕксĕрлесе сиплени кăна çак чире сарăлма памĕ.
- Кăкăр шыççи аптратсан...
- Шупашкар районĕнчи Чурачăксем ăмăртсах хаçат çырăнчĕç.
- Пирĕн журналист Турцире иртнĕ Тĕрĕк пухăвне хутшăннă.
- Сысна ами йышлă çăвăрласси мĕнрен килет?
- Саккунлă еркĕн. Лайăх хуняма.
- Вăхăт пĕр шелсĕр иртнĕ кунсене тавăрать...
- Ăна малалла талпăнма... самурай кăмăлĕ пулăшать.

Pages