Archive - Apr 2014 - Чăваш хĕрарăмĕ

апреля 12th

Ирех килекен çуркуннерен ним усси те çук. Пачах тепĕр май, ăшă кунсемпе чуна вăратса ĕлкĕрет кăна, тахăш самантра тепре вăраннă çĕре тавралăх каллех шурă юрпа хупланать. Вăхăт çитмесĕр те пахчана ĕçлеме кăлармасть пур пĕр. Пылчăк çăрăлса тарăхтарать кăна. Анчах çанталăк пирĕнтен ыйтса тăмасть: ăшăтать те, сивĕтет те. Симĕс курăк вара ăна-кăна пăхса тăмасть, вăйĕ пухăнса çитсен асфальт шăтарать те, пур пĕр хĕвел патнех туртăнать...

Сĕтел çинчи ансат çак ракетăсем сывлăша вĕçсе хăпарма пултарнине ĕненес те килмест. Ку çеç те мар, вĕсем парашют кăларса палăртнă вырăна анса ларма та пултараççĕ. Космос хатĕрĕсене Юнкă вăтам шкул ачисем хăйсемех ăсталанă. Çавăнпах вĕренекенсемшĕн кашнин çинчен тĕплĕ каласа кăтартасси ним те мар.

- Ирçе вăтам шкулĕнче /Етĕрне районĕ/ пиллĕкмĕш класра вĕренеттĕмччĕ ун чухне. Фелицата Шатаева вожатăй пĕррехинче Зойăпа Шура Космодемьянскисем çинчен кĕнеке вуласа пачĕ. Калама çук тĕлĕнтĕм. Ытла та чун çывăхне илтĕм. 18 çулти хĕр хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ пуçа вырнаçмарĕ. Совет Союзĕн икĕ Геройĕн амăшне куç хÿрипе те пулин курас килсе кайрĕ, - аса илет Нина Михайловна.

Ачалăхри ĕмĕт

Вĕренÿ çулĕ вĕçленесси нумаях та юлмарĕ. Шкултан вĕренсе тухакансемшĕн халĕ уйрăмах хĕрÿ вăхăт: Патшалăх пĕрлехи экзаменĕсем /ППЭ/ пуçланиччен пĕлĕве ăс-пуçра çирĕплетсе хăвармалла. Çывхаракан экзаменсемпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явма ЧР Вĕренÿ министерстви журналистсене пресс-конференцие пуçтарчĕ. Министр çумĕ Светлана Петрова пĕлтернĕ тăрăх - ППЭ тĕп тапхăрĕ çу уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа çĕртмен 11-мĕшĕччен пырĕ. Паянхи куна 14 предмет комиссийĕ йĕркеленĕ, вĕсен председателĕсене çирĕплетнĕ. Халĕ комисси членĕсене палăртас ĕç пырать.

Шупашкар районĕнчи Ишлей ял тăрăх администрацине пырса кĕнĕ чухне пуçлăх пÿлĕмре канашлу ирттеретчĕ. «Акă тепĕр çын ĕçрен каясшăн. Кампа ĕçлемелле малашне?» - хут листине кăтартать Яков Кушев. Хальхинче информаципе культура центрĕн ертÿçи яваплă тивĕçрен пĕчĕкрех должноçа куçарма ыйту çырнă.

Вăл манăн телефон номерне ăçтан тупнине паянхи кун та пĕлместĕп. Ыйтсан каласшăнах пулмарĕ. Пĕррехинче палламан арçын тĕл пулăва... Шупашкар пасарне чĕнчĕ. Юрĕ, ялтан килнĕскере айăплар мар. «Тен, тинех Турă çырнине тупатăн, кай, кай», - хистерĕç кÿршĕсем эпĕ турткаланса тăнине курсан. Мĕнех, мăйăр илмелле тухса утрăм чĕннĕ çĕре. Шăмат кунпа вырсарни кун пасарта халăх енчен енне кумать кăна. Кунта паллакан çынна та шыраса тупаймăн. Хайхискер машинăпа иккен. Номерне каласан тÿрех асăрхарăм.

апреля 5th

Чикансем пуласлăха калама пĕлеççĕ теççĕ. Иккĕленетпĕр-ха та, анчах та пĕтĕм тĕнче çапла çирĕплетнине кура килĕшĕпĕр çак шухăшпа. Анчах та чăваш хĕрарăмĕ те вĕсенчен ку енĕпе пĕрре те кая маррине пĕлетĕр-и-ха? Ан та иккĕленĕр: эпир каланă пулсан - пулать.

Юратнă вулаканăм! “Чăваш хĕрарăмĕн” географийĕ татах та анлăланнине пĕлтерме хыпаланатпăр. Пире Чăваш Енре кăна мар, Раççейĕпех вулани никамшăн та вăрттăнлăх мар-ха. Йăхташăмăрсем республика тулашĕнче йышлăн пурăнакан вырăнсенче “Чăваш хĕрарăмне” çырăнса илесси тахçанах ырă йăлана çаврăннă.

Pages