Archive - Jan 2014 - Чăваш хĕрарăмĕ

январь 11th

«Пирĕн ялтан илемлĕ вырăн çут тĕнчере çуках пуль», - ачамсемпе çул çинче шăкăл-шăкăл калаçкаласа пыратпăр. Тăван тăрăхалла çывхарнă май хавхаланнипе кашнинчех чĕрем тапăлтама тытăнать. Çĕнĕ çул умĕн пушшех те кăмăлăм савăк. Кил патне çитиех асфальт сарнă та кирек епле çанталăкра та чарăнуран икĕ çухрăма яхăн утасси те хăратмасть пире. «Шкула çÿресе кашни кун çак çула парăнтарнă эпир, çурран утни - усăллă, сывлăшĕ те техĕмлĕхĕ», - уйрăмах çулла, пĕчĕк вăрман тăрăх утнă май, йăпататăп хĕрĕмсене.

Вĕренÿ учрежденийĕсенче тăтăшах тĕрлĕ конкурс иртет. Пĕрне пĕлĕшĕн хĕр пĕрчийĕ те хутшăнма тĕллев тытнă. Вăл, Шупашкарти садике çÿрекенскер, Çĕнĕ çул темипе тăрăшсах ÿкернĕ. Анчах воспитатель хĕр ачан амăшне маларах асăрхаттарнă - конкурса хутшăнас тесен 70 тенкĕ тÿлемелле. Пĕчĕк художниксене кашнинех сертификатпа хавхалантараççĕ. «Ăна туянни пулчĕ ĕнтĕ, юрĕ-ха, чăрмантармĕ», - йăпатать хăйне пĕлĕшĕм. Чăнах та, халĕ садик ÿсĕмĕнчисенех портфолио пур, ача шкултан вĕренсе тухиччен хулăнлансах каять вăл.

 Аван-и, тусăмсем! Çĕнĕ çул саламĕпе васкать сирĕн пата “Чăваш хĕрарăмĕн” черетлĕ номерĕ. Чунран уяв кăмăлĕ сирĕлсе пĕтмен-ха, çак кунсенче çитнĕ ырă хыпар вара татах та хăпартлантарать - ара, пирĕн çемьере йыш хушăннă! Çук-çук, ача çуратса демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси пирки сăмах хускатмарăмăр хальхинче - “Чăваш хĕрарăмне” çырăнса илсе вулама кăмăл тунисен йышĕ ÿснĕ. Кама савăнтармĕ-ха ку? Çулран-çул пирĕн хаçатпа çыхăну тытакансене, кашни ултă уйăхрах почтальонпа тĕл пулса шăпах “Чăваш хĕрарăмне” çырăнса илекенсене чунтан тав тăватпăр!

«Халĕ хаçат мĕнле кăларнине пĕлтĕмĕр ĕнтĕ», - теççĕ пирĕн вулакансем. Çапла-çапла, çак сăн ÿкерчĕк туххăмрах «Чăваш хĕрарăмĕнче» пичетленчĕ. Александровсем пирĕн кăларăмпа тахçанах туслашнă. Унсăр пуçне кил хуçи арăмĕ Шупашкар районĕнчи Шăнкасри амăшне Зоя Прокопьевнăна Çĕнĕ çул ячĕпе «Чăваш хĕрарăмĕ» çырăнса панă.

Pages