Archive - Хыпар

мая 17th, 2024

17 Çу, 2024

ВДНХра – Шупашкар кунĕсем

Ку эрнере Пĕтĕм тĕнчери «Раççей» курав-форумра Шупашкар хулин кунĕсем пуçланнă. Чăваш Республикин илемлĕ экспозицийĕн хăнисене тĕп хулан 555 çулне халалланă стенд кĕтсе илет.

Чăваш халăхĕ ĕмĕртен тараватлăхпа палăрса тăнă, пысăк уявсене кĕреке тулли хăна пухса шавлăн паллă тума хăнăхнă. ВДНХн 75-мĕш павильонне пыракансем «Уяв» ансамбль артисчĕсен хаваслă сассине илтсен Чăваш Ен стенчĕ патне çывхармасăр чăтаймарĕç. Чăваш юрри-кĕвви чи вăтанчăк çынсене те ирĕксĕртен ташлаттарчĕ.

17 Çу, 2024

ВДНХра – Шупашкар кунĕсем

Ку эрнере Пĕтĕм тĕнчери «Раççей» курав-форумра Шупашкар хулин кунĕсем пуçланнă. Чăваш Республикин илемлĕ экспозицийĕн хăнисене тĕп хулан 555 çулне халалланă стенд кĕтсе илет.

мая 16th

16 Çу, 2024

Кил-çурт, хушма хуçалăх 18(1275) № 16.05.2024

 ♦ Чĕчĕ ĕмекен пăрăва ĕнерен мĕнле уйăрмалла?

 ♦ Кинзан хăш сортне суйламалла?

 ♦ Пĕр çул ÿсекен георгина хăçан акмалла?

 ♦ Хăяр авăра ан кайтăр тесен мĕн тумалла?

мая 14th

мая 8th

8 Çу, 2024

Кил-çурт, хушма хуçалăх 17 (1274) № 08.05.2024

♦ Севок сухан кĕпçене ан кайтар тесен лартиччен мĕн тумалла?

♦ Бройлер чĕп ÿстернĕ чухне мĕн шута илмелле?

♦ Пирĕн тăрăхра фундук мăйăран хăш сорчĕсем аталанса ÿсеççĕ-ши?

мая 3rd

3 Çу, 2024

Олег НИКОЛАЕВ: Палăртнă ĕçсене малашне те хастаррăн туса пырар

Журналистсем Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа кашни уйăха уйрăммăн пĕтĕмлетесси, çивĕч ыйтусене хускатса вĕсене татса памалли майсене шырасси тахçанах йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Ака уйăхĕ чи малтанах чăвашлăхпа тачă çыхăннă. «Хыпар» вара — чăвашлăхăн уйрăлми пайĕ. Çавăнпа пирĕн сĕнĕве Олег Алексеевич хапăл туса йышăнчĕ. Ака уйăхне «Хыпарпа» тата унăн вулаканĕсемпе пĕрле тишкерме кăмăл турĕ.

3 Çу, 2024

Хыпар 46-47 (28222-28223) №№ 03.05.2024

«Нумай ачаллисене пулăшни савăнтарать»

Улатăр округĕнчи Стемас ялĕнче пурăнакан Суетновсем виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Александрпа Федор шкулта вĕренеççĕ. Даниил ача садне çӳрет.

апреля 26th

Pages