Archive - Нарăс 2019 - Хыпар

февраль 15th

15 Нарăс, 2019

Çăлтăр витĕр çул тупнăскер

Иртнĕ шăматкун Комсомольски районĕнчи Нĕркеçри вăтам шкулта çак ялта çуралса ÿснĕ, тăван литературăра анлă йĕр хăварнă Чăваш халăх писателĕ Лаврентий Таллеров çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă «Л.В.Таллеровăн илемлĕх тĕнчи» наука-практика конференцийĕ иртрĕ.

февраль 14th

февраль 12th

12 Нарăс, 2019

«Йĕлтĕрленчĕ» Чăваш Ен

«Йĕлтĕр сырса чупас килнипе хулари пăкăсене пăхмасăрах çитрĕм. Кăмăл-туйăм çав тери лайăх. «Раççей йĕлтĕр йĕрне» мĕн йĕркелеме пуçланăранпах хутшăнатăп, — йăл кулса сăмах илчĕ Клавдия Бычкова. — Эпĕ Шупашкарта сывлăх енчен хавшаккисен 3-мĕш шкулĕнче ĕçлетĕп. Унти ачасене йĕлтĕрпе ярăнма вĕрентетпĕр. Айккинчен иккĕн çавăтатпăр та тăрмашатпăр. Уçă сывлăшра ярăнса çÿренине мĕн çиттĕр? Чупăва кашни çулах чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Пĕр сиктерми хутшăнатăп.

12 Нарăс, 2019

«Шупашкар сахалтан та 250 çул аслăрах»

«Кинофильмсенче Шупашкара час-часах курма пулать-и?» — ыйтрĕ иртнĕ эрнекун Шупашкара килнĕ Раççей культура министрĕ Владимир Мединский Правительство çуртĕнче йĕркеленĕ ларура. Хуравне хăех палăртрĕ: «Шупашкар — таса, илемлĕ хула. Анчах унта пулса курманнисем çакăн çинчен пĕлмеççĕ. Çавăнпа ЧР Культура министерстви çумĕнче кинокомисси йĕркелеме сĕнетĕп.

февраль 8th

8 Нарăс, 2019

Чăваш ялĕнчи «ăслă» ферма

«Вута кĕме тата ĕрĕхсе чупакан лашана чарма пултаракан» маттур хĕрарăмсем чăваш ялĕсенче те пур. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Альбина Новикова — шăпах çавăн пек хастарсен йышĕнчен.

8 Нарăс, 2019

Амăшĕ чăваш тĕрриллĕ кĕпе парнеленĕ те...

12-ри хĕр пĕрчи çуралнă кунра парнеленĕ тĕрĕллĕ шурă кĕпе кун-çул юппинче пурнăçа пачах тепĕр майлă çавăрасси çинчен шухăшламан та.

Pages