Archive - Çурла 2018 - Хыпар

август 17th

17 Çурла, 2018

Йывăç касма юрать-и?

Ялта çурт туянтăмăр. Тавралăха тирпей-илем кĕртесшĕн. Урамра ÿсекен ватă йăмрасене хамăр тĕллĕн касма юрать-ши? Е ял тăрăхĕн администрацийĕнчен ирĕк илмелле-и?

А.ПЕТРОВ, Элĕк районĕ.

17 Çурла, 2018

Яланлăхах çухалнă лапамсем

ВЦИК тата РСФСР Халăх комиссарĕсен канашĕн декречĕпе 1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче йĕркеленнĕ Чăваш облаçĕн хутлăха Советсен съездне пухиччен, 1920 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕччен ертсе пымашкăн туса хунă ревкомĕн йышăнăвĕпе Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра — Хресчен çурчĕ, «Майăн 1-мĕшĕ» са

17 Çурла, 2018

Çĕнĕ йышăну

Чăваш Республикин Аслă сучĕ спорт министрĕн экс-заместительне ĕçлесе юсанмалли учреждение ăсатма йышăннă

ЧР Аслă сучĕн уголовлă ĕçсен коллегийĕ Шупашкар хулин Ленин районĕн сучĕ пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче айăпланă экс-заместителĕн уголовлă ĕçĕпе кассаци сучĕ апелляци йышăнăвне пăрахăçланă хыççăн çĕнĕрен пăхса тухнă.

август 16th

август 14th

14 Çурла, 2018

Çара уран утсан та пыл хурчĕ сăхмасть

Паян, çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Пыл сăпасне паллă тăватпăр. Çавăн пекех халăхра ăна Маковей /асап тÿсекен Маковеевсемпе çыхăннă/, Шыв сăпасĕ теççĕ. Çак кун ялсенче пусăсене хĕле хатĕрлеççĕ, вĕсене лайăх тасатаççĕ. Пĕрремĕш Сăпасран вĕлле хурчĕсем хĕл валли пыл пуçтарма пуçлаççĕ. «Пыл сăпасĕччен кăçал пухнă пыла çиме юрамасть», — теççĕ ваттисем. Çĕнĕ пыла чиркÿре сăвапланă хыççăн кăна астивмелле-мĕн. Сăмахăм паян Сăпас пирки кăна мар-ха. Алена Узбековăн «Российская Газета» хаçатра пичетленнĕ «Вĕçсе пĕтерчĕç» статйи шухăша ячĕ.

14 Çурла, 2018

Ялта хуçа кирлех

«Хыпар» хаçатра хăйсен тивĕçĕсене хастар пурнăçласа пыракан старостăсем çинчен çырнă статьясене кăмăлласа вулатăп. Старостăсен статусне ÿстерес ыйтăва ЧР Министрсен Кабинечĕн утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче сÿтсе явнине МИХсем урлă пĕлтĕмĕр.

Pages