Алă айĕнче
Пӳлĕмри температурăра тытмалли типĕ апат-çимĕçе пăрса уçмалли хупăлчаллă банкăсенче упрама меллĕ. Кухньăри стена çумĕнче çакăнса тăракан шкап тĕпне банка хупăлчине винтпа пăрса çирĕплетмелле çеç. Хупăлча çумне типĕ çимĕç тултарнă банкăна пăрса хуратпăр. Çак меслет шкапра ытти япала валли вырăна ирĕклетет. Куç умĕнчи кирлĕ япалана суйласа илме те çăмăл.