Archive - Пуш 2017 - Хыпар

1 Пуш, 2017

Сочи ĕçтешлĕхе çирĕплетет

«Трактор завочĕсем» концернăн Чăваш Енри предприятийĕсем Тулашэкономбанкран 2 миллиард тенкĕ патнелле илме пултараççĕ, çак укçана вĕсен парăмĕсене татма тата предприятисене аталантарма ярĕç.

1 Пуш, 2017

Унăн ячĕ чăвашăн çăлтăрлă тÿпинче янăрать

Çак кунсенче шăпа мана пачах кĕтмен-туман чун уявĕ туса пачĕ. Александр Михайлов журналист шкул директорĕпе пĕр шухăшлă пулса тăван тăрăхне — Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Хурăнвар Шăхаль ялне — чăваш драматургĕ, çыравçи тата сăвăçи Анатолий Чебанов çуралнăранпа 80 çул çитнине халалласа литературăпа музыка композицийĕ пек йĕркеленĕ асăну кунне чĕнчĕ. Йыхрава хаваспах йышăнтăм та инçе çула кĕскетсе уява тухса кайрăм. Пире, аякран килнĕ хăнасене, ял варринче вырнаçнă çĕнĕ клубра уçă кăмăлпа та ăшă кулăпа кĕтсе илчĕç.

1 Пуш, 2017

Тутлă çимĕçпе чуна ăшăтаймăн

Пĕве кĕрсе пынă тапхăрта ача, пĕр енчен, амăшĕн аркинчен çакăнакан пепке те мар ĕнтĕ, тепĕр енчен — пурнăçри нумай-нумай ыйтăва мĕнле татса памаллине хăй тĕллĕн чухлайман çамрăк. Хăйне çитĕннĕ пек туяс килнĕ вăхăтра йăнăшасси те инçе мар. Халĕ пушшех хăрушă: çамрăксен пуç-тăнне минретмелли, çирĕпленсе çитмен кăмăлне астармалли йĕри-тавра темĕн те пур. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕн пĕве кĕрсе пыракан ывăлĕ-хĕрĕ тĕлĕшпе тимлĕхе вăйлатмалли куçкĕрет. Анчах хушăран ачан чи çывăх çыннисем те тĕрлĕ лару-тăрура хăйсене епле тытмаллине пĕлсех каймаççĕ. Кун пек чухне специалист канашĕ вырăнлă пулнине пĕлсен те чылайăшĕ унран пулăшу ыйтма е именет, е меллĕ вăхăт тупаймасть. Кăткăс тапхăрта чылайăшĕн шута илмелли самантсем çинчен паян Ирина ИЗАТУЛЛАЕВА психологпа калаçăпăр.

1 Пуш, 2017

Йăлтах пăрахса яла таврăннă та

Ал-ура çавăрма хăйсен ĕçне йĕркеленĕ
Елчĕк тăрăхĕ ĕмĕртенпех ĕçчен, çаврăнăçуллă çынсемпе палăрса тăнă. Самана улшăннă май вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсенчен чылайăшĕ хавшакланнă вăхăтра та малашне мĕнле пурăнăпăр тесе çухалса кайман кунти халăх. Кам килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх пуçне нумайлатнă, кам пахчи-пахчипе севок лартса ÿстерме пикеннĕ... Çапла хăйсен несĕлĕсен çĕрĕнчен аякка уйрăлса каймасăрах пурнăçа йĕркелеме май тупнă. Яваплăхран хăраман çемьесем фермер хуçалăхĕ йĕркелесе ĕçе пуçăнма та ÿркенмеççĕ авă. Çавнашкал çемьесенчен пĕринпе Кушкă ялĕнче паллашрăмăр. Чайкинсем пирки таврари ялсенче те пĕлеççĕ. «Чăннипех те туслă, пултаруллă çемье, ыттисемшĕн тĕслĕх», — терĕç вĕсем çинчен Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче.

1 Пуш, 2017

«Çĕлен туйне куртăмăр, çăвар карсах сăнарăмăр»

Вăрман çывăхĕнче пурăнакан çынсем ыттисенчен уйрăлса тăнăн туйăнаççĕ мана. Вĕсем ырăрах, ăшпиллĕрех, уçăрах пек. Черченкĕ çак çынсене Турри çуттине пур енĕпе те ытларах панă тейĕн! Çак кунсенче Комсомольски районĕнчи Вутланта пурăнакан Анастасия Прокопьева патĕнче пулма тÿр килчĕ.

1 Пуш, 2017

Ядерлă медицина усал шыçăран хăтăлма пулăшĕ-и?

Усал шыçă — хальхи самана инкекĕ. Унпа пĕтĕм тĕнче кĕрешет. Хăрушă чир серепине çакланнă çынсене çăлас тĕллевпе ăсчахсем сиплевĕн çĕнĕ мелĕсемпе имĕсене шухăшласа кăлараççĕ, шанчăка çухатнисен кун-çулне тăсассишĕн, медицина пулăшăвĕн витĕмне ÿстерессишĕн тухтăрсем куллен тăрăшаççĕ. Паянхи кăларăмра ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕ-онкологĕ Сергей АГАФОНКИН асăннă служба аталанăвĕпе паллаштарать.

1 Пуш, 2017

Çуран утма çук – таптаççĕ

"Кăрлачра ĕç-пуç йĕркеллехчĕ, нарăса кĕтĕмĕр те — инкексем çине-çинех..." — пăшăрханса калать ЧР ШĔМĕн Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир РОМАНОВ. Чăнах, çуран çынсем çул çинче инкеке лекнĕ тĕслĕх тăруках нумайланнă.

Pages