Archive - Раштав 2017 - Хыпар

декабрь 8th

8 Раштав, 2017

2018 çул: Ырă тăвакансен çулталăкĕ

2018 çулта Раççейре Ырă тăвакансен çулталăкĕ пулĕ. Çакăн пирки Раççей Президенчĕ Владимир Путин Пĕтĕм Раççейри «Раççей доброволецĕ – 2017» премие панă чухне пĕлтернĕ.

8 Раштав, 2017

Пурте - диктант çырма!

Раштавăн 9-мĕшĕнче çĕршывра пуçласа Пĕтĕм Раççейри право юридици диктанчĕ пулать, ăна харăсах мĕн пур регионта ирттереççĕ. Мускав вăхăчĕпе 10 сехетре пуçланать.

Диктанта халăхăн право пĕлĕвĕн шайне тĕрĕслес тĕллевпе йĕркелеççĕ, унта 14 çултан аслăрах кашни çын хутшăнма пултарать. Право никĕсĕсене пĕлнине тĕрĕслеме кăна мар, çĕршыври паллă юристсемпе курнăçма та май пулĕ.

8 Раштав, 2017

Владимир Путин суйлава хутшăнать

Раççей Президенчĕн 2018 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртекен суйлавне хутшăнма хăйĕн кандидатурине тăратасси пирки вăл Чулхулара ГАЗ ĕçченĕсемпе тĕл пулсан пĕлтернĕ.

декабрь 7th

декабрь 5th

5 Раштав, 2017

Кĕрешÿ çĕршывсене çывăхлатать

Раштав уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче Шупашкар тĕнче кубокĕн тĕп хули пулса тăчĕ. Ăмăртăва тĕнчери чи вăйлă 8 команда — Японипе Китай, АПШпа Швеци, Монголипе Азербайджан, Раççейпе Украина — хутшăнчĕç. Ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрсем тĕп парнене çĕнсе илессишĕн сакăр виçере тупăшрĕç.

5 Раштав, 2017

Сколиоз – сыватайми чир мар

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне Г.И.Турнер ячĕллĕ ача-пăча ортопедийĕн наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕн заместителĕ, И.И.Мечников ячĕллĕ Санкт-Петербург патшалăх медицина университечĕн Ача-пăча травматологийĕн тата ортопедийĕн кафедрин профессорĕ, РАН академикĕ, Раççейри

5 Раштав, 2017

«Кама вĕрентетĕн – çавна чунран юратмалла»

Вĕсен хваттерĕ чун илемĕпе ăшă, унăн ылтăн алли ăсталанă япаласемпе хăтлă. Кам-ха вăл? Яла сĕре юратакан, хăйĕн профессине чунтан парăннă, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх шутланакан чăваш хĕрарăмĕ… Çепĕç те черченкĕ, çав вăхăтрах çав тери вăйлă та. Сăмахăм Вăрнар районĕнчи Çĕньял Хапăсра пурăнакан Раиса Гордеева пирки.

декабрь 4th

Pages