Archive - 2 Çĕртме, 2016 - Хыпар

2 Çĕртме, 2016

Тăпрана мĕншĕн извеçлемелле?

Тăпра тĕрлĕрен пулать: хăйăрлă, тăмлă, хура тăпра, вăрман тăпри, торфли т.ыт. Унăн тытăмĕ те, йÿçеклĕх виçи те тĕрлĕрен. Тăмлă тăпран йÿçеклĕхĕ пысăккине палăртмалла. Кунашкал çĕр çинче пахчаçимĕç, улма-çырла туса илесси чăрмавлăрах. Йÿçеклĕх пысăк пулсан тăпрана извеçлемелле. Тăпра вара пĕчĕккĕн юсанать, кăпкаланать, тутлăхлă япаласемпе пуянланать. Извеçре ÿсен-тăрана кирлĕ кальци тата магни нумай.

2 Çĕртме, 2016

Ачасене - тимлĕх

Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕ - Ачасене хÿтĕлемелли кун

Ача-пăча чăтăмсăррăн кĕтекен хаваслă çу кунĕсем çитрĕç. Ара, текех ирсерен сумка çакса шкула утмалла мар. Кунĕпех ирĕклĕ — выля, кул, хаваслан, компьютер та аллунта. Ашшĕ-амăшĕн, çитĕн­нисен вара çак тапхăрта тата тимлĕрех, яваплăрах пулмалла, ача-пăча «ирĕклĕхне» йĕркелесси йăлтах вĕсенчен килет.

2 Çĕртме, 2016

Хворост — минераллă шывпа

Хворост пĕçерме кирлĕ: газлă минераллă шыв — 1 стакан, çăнăх — 350-400 г, 1 апат кашăкĕ песук, 400 г тип çу, 2-3 чĕптĕм сахăр çăнăхĕ /пудра/.

Минераллă шыва чашăка яратпăр, унта алланă çăнăх, сахăр песукĕ, пĕчĕккĕн хушса чуста тăватпăр. Вăл йĕтĕрлеме лайăх пултăр. Чустана çÿхен сарса тăрăхла тăваткалсем /3х10 см/ туса касатпăр. Кашнинех варрине кăштах çуратпăр та тăваткалăн пĕр вĕçне çав шăтăкран чиксе тавăратпăр.

2 Çĕртме, 2016

Вĕлле хурчĕ е сăпса сăхсан

Вĕлле хурчĕ вăйлă шăршăсене юратмасть. Духи-одеколон, крем, суханпа ыхра, бензин-кăраççын, тар, ытти хаяр шăршăсем килĕшмеççĕ ăна. Урăм-сурăм хăлаçланни, çапкаланни, чупни те — йĕкĕлтениех. Пыл хурчĕсем хăйсене хÿтĕлеме ăнтăлса тапăнаççĕ кун пек чухне. Сирĕн тавра пĕр вĕлле хурчĕ е сăпса вĕçме пуçларĕ-тĕк лăпкă тăрса ирттерĕр. Вăл вĕçсе кайтăр. Хăвăр тавра вĕçекен хурта е сăпсана çапса вĕлерсе сăхасран хăтăлма тăрăшни вырăнсăр. Вĕлле хурчĕпе пĕрлех унăн наркăмăш хутаççи çурăлнипе тухакан шăршă таврари хуртсене хăрушлăх пирки систерет. Ыттисем вĕçсе килсе тапăнма пултараççĕ.

2 Çĕртме, 2016

Çÿлелле кармашнă чечексем

Хальхи вăхăтра чечек юратакансем яланхи пÿрт умĕнчи чечек клумбисемпе çеç çырлахмаççĕ, кил-çурта илемлетмелли тĕрлĕ меслетсене алла илеççĕ. Вĕсенчен пĕри — вертикальлĕ клумбăсем. Çак меслетпе тĕп хуламăра тахçантанпах илемлетеççĕ. Килте те усă курма меллĕ темиçе тĕслĕхпе паллаштарăпăр.

Вертикальлĕ клумбăсем çĕр çинче юпа пек çĕкленисем, стена çумне çирĕплетнисем, çÿлтен çакса янисем пулаççĕ.

Стена çумĕпе е стена çумне çирĕплетекеннисем пĕр-пĕр ăнăçсăртарах курăнакан хуралтăна хупласа илемлетме меллĕ.

2 Çĕртме, 2016

"Хресчен сасси" 21 /2608/ №. 2.06.2016

2 Çĕртме, 2016

Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче

Çурхи ака-суха хыççăн вăхăтлăха шăпланнă уй-хир каллех техника кĕрлевĕпе тулчĕ. Çĕрпÿ районĕнчи «Колос» хуçалăхра ешĕл курăк çулаççĕ.

Уя тухсан мĕн сас лайăх?

2 Çĕртме, 2016

Ака-суха /çу уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне/

Республикăри çурхи культурăсем 310 пин гектар çинче акнă /иртнĕ çулхинчен 6,3 пин гектар ытларах/. Ку палăртнин 98 проценчĕ. 13 районта акмалли плана тултарнă. Улатăр тăрăхĕнче вăл 82,5 процентпа танлашнă. Çĕрулми 8,6 пин гектар лартнă /çу уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне, 86,9 процент/. Патăрьел енче вăл 1672 гектар йышăннă. Техника культурисем - 12,6 пин, сахăр кăшманĕ - 1,3 пин, çу культурисем /хĕвел çаврăнăш, рапс, соя, йĕтĕн.../ 11,3 пин гектар акнă. Пахчаçимĕç - 916 гектар е пĕлтĕрхинчен 194 гектар ытларах. Выльăх апачлĕх культурăсем – 31,9 пин гектар. 84 гектар çинче хăмла хунавне çакнă.

2 Çĕртме, 2016

Куç хăрать те, алă тăвать

Канаш районĕнчи Янкăлчри Никоновсен фермер хуçалăхĕ икĕ хутлă кермен çуртран алă тупанĕ çинчи пек курăнса ларать: хăватлă техника, сĕт-çу ферми. Йывăр лава кÿлĕннĕ чухне кун пирки ĕмĕтленме те пултарайман-тăр.

Купăстаран сĕт патне

- 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче пахчаçимĕç туса илме тытăнтăмăр. Купăста лайăх сутăннипе ăна ытларах лартса хăвартăмăр, - каласа парать Вера Никонова.

2 Çĕртме, 2016

Çырава хатĕр-и?

2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне Чăваш Енре хатĕрленсе ирттерессипе Правительство комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта видео çыхăну урлă район-хуласенчен те хутшăнчĕç. Комисси ĕçне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ пуçланасси уйăх юлчĕ /утă уйăхĕн 1-çурла уйăхĕн 15-мĕшĕсенче иртет/. Республика яваплă мероприятие ирттерме хатĕр-и?

Шывпа пăсланнă çĕр

Pages