Archive - Çу 2016 - Хыпар

мая 17th

17 Çу, 2016

Тĕп ыйту - ачасен çуллахи канăвĕ

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федерацин тата хула округĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсен хăшпĕр ертÿçипе ĕнер ирттернĕ канашлу çулла ачасен канăвне йĕркелемелли тата вĕсене сыватмалли кăçалхи тапхăра ача-пăчапа шкул лагерĕсенче еплерех хатĕрленнине тишкернинчен пуçланчĕ.

17 Çу, 2016

Пирĕн республика. Тĕп тема

Çурхи кун çулталăк тăрантарать

«Тĕп темăна» хатĕрленĕ май ку хутĕнче чăннипех нумай ĕçлеме тиврĕ. Ака уйăхĕн варринчен тытăнса журналистсен бригади нумай хуçалăхра пулчĕ. Тавралăх куç умĕнчех улшăнса пынине, уйсем ешернине хамăр куçпа сăнарăмăр.

17 Çу, 2016

Чăваш Ен опычĕ Киров облаçĕшĕн кăсăклă

Чăваш Енре çу уйăхĕн 12-13-мĕшĕсенче Киров облаçĕн Правительствин делегацийĕ /ертÿçи — Правительство Председателĕн заместителĕ-юстици министрĕ Роман Бересневº ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашасси, икĕ регионăн ĕçтешлĕхне анлăлатасси, пĕр-пĕрин опытне тишкересси.

17 Çу, 2016

Ислюков Хрущевпа пĕр чĕлхе мĕншĕн тупайман?

КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче тата Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн председателĕнче 1955-1985 çулсенче ĕçленĕ Семен Матвеевич ИСЛЮКОВА пĕл­мен ветеран республикăра çук. Вăл çуралнăранпа 101 çул çитрĕ.

17 Çу, 2016

Яла аталантарас ыйтусем яланах тĕп вырăнта

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне, Раççей Федерацийĕн суту-илĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Валерий Павлова республикăра лайăх пĕлеççĕ. Вăл кооператорсем вырăнти халăха таварпа, пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен район центрĕсенче, ялсенче час-часах пулать.

17 Çу, 2016

Кунта çĕнтерÿçĕ çук, пурте пултаруллă!

Эсĕ студент е вĕрентекен, журналист е фотограф, депутат е кил хуçи, бизнес-леди е пенсионерка... Çакă вуçех те пĕлтерĕшлĕ мар. Пултарулăх çăлкуçĕ тапса тăрать-тĕк — сана «Хĕрарăм пултарулăхĕ чикĕсĕр» куравра кĕтеççĕ.

17 Çу, 2016

Ачамăрсен чун-чĕрине акар-и пин ахах-мерчен...

Сантăр Аксарăн /Александр Мефодьевăн/ сăввинчи пĕр сыпăк ку. Сăмахăма ахальтен çак йĕркесенчен пуçламарăм. Республикăри паллă çынпа ача-пăча литературипе пичет кăларăмĕсем çинчен калаçрăмăр. Александр Иванович — культура тытăмĕнче тăрăшнă-и вăл, Пичет çуртĕнче-и, аслă шкулта-и — яланах çамрăксемпе ĕçленĕ.

Pages