Archive - 8 Ака, 2015 - Хыпар
Солдатов - лайăх салтак
- Эпĕ вăрçăн малтанхи çулĕсенче юланутпа çÿрекен разведчик пулнă. Лаши манăн Аульчик ятлăччĕ. Çÿрен лашаччĕ. Хама курсанах и-ăхă-хăк, и-ăхă-хăк! тесе кĕçенетчĕ. Çапла "сăмах хушмасăр" кĕтсе илни пĕрре те пулман. Юлашки çăкăр татăкне те ăна хыптараттăмччĕ. Эх, ачашланатчĕ вара... Чĕлхипе питренех йăпăлт-йăпăлт çуласа илетчĕ. Мăнтарăн, асаплă вăхăт пулнине вăл та ăнланатчĕ. Ăнкарулăхĕпе, ачашлăхĕпе лăплантарма, кăмăла уçма тăрăшатчĕ. Чĕлхи çук пулсан та пĕр-пĕрне сĕре лайăх ăнланаттăмăр. Пĕрре çапла штаба донесени пама кайма тухнăччĕ. Çулĕ тăвайкки урлă выртатчĕ.
Анаткас Тăрăн чăвашĕ Арктикăна тĕпчет
Геннадий Антипович Тарасовăн пурнăçĕ пысăках мар ĕç пÿлĕмĕнче çакăнса тăракан карттă евĕрех: стена çинче - сăнÿкерчĕксем, ăслă çынсен ăслă шухăшĕсем, хисеп хучĕсем, Раççей историйĕн тапхăрĕсемпе çыхăннă çынсен портречĕсем: Иван Папанин контрадмирал, Раççей Ăслăлăх академийĕн геологи институчĕн директорĕ П
Çĕнĕ пуçарусем спортпа туслă пулма хавхалантараççĕ
Йăлана кĕнĕ тăрăх çулталăк пуçламăшĕнче патшалăх ведомствисем иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртаççĕ. ЧР Физкультурăпа спорт министерстви те, каярах пулин те, çак кунсенче 2014 çулхи спорт сезонĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Ведомство коллегийĕн анлă ларăвĕ ку хутĕнче Атăл леш енче, «Росинка» физкультурăпа сиплев центрĕнче, иртрĕ.
Яланхи пекех тĕп темăпа Сергей Мельников министр тухса калаçрĕ. Доклад пуçламăшĕнче вăл 2014 çул спорт кунçулĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ тапхăр пулнине палăртрĕ.
Ылтăн пулăран ыйтни, "Штрафбат" чăнлăхĕ, сарлака шăлавар моди...
Статья ятне курсан вулакан аптăраса кайрĕ-тĕр: "ăслăлăх" рубрикăпа мĕнле çыхăннă-ха ку сăмахсем? Пур çав çыхăну.
Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче республикăри ăслăлăхпа практика уçă IX конференцийĕ "Хальхи обществăн хаклăхĕсен тытăмĕ" ятпа иртрĕ. Çуллен пулакан çак мероприятие Чăваш Енри тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕнче - И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ-ра, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ-ра, Чăваш патшалăх культура институтĕнче, вăтам професси пĕлĕвĕ паракан организацисенче, вăтам шкулсемпе садиксенче - пĕлÿ пухакансемпе вĕрентекенсем хутшăнчĕç.