Сăнĕ улшăнчĕ, "чунĕ" пуянланчĕ
"Хыпар" хаçат çĕнĕлле тухма тытăнни пире, вулакансене, чăннипех савăнтарать. Купăста яшкипе тăрантарма тытăнсан вăл йăлăхтарса çитерни пирки ахальтен мар-тăр халап çÿрет. Чăваш халăх хаçачĕ халиччен сĕннĕ уйрăм материалсем пирки шăпах çапла калама пулатчĕ. Номерсенче шăналăк пысăкăш статьясем тăтăшах пичетленни кăмăла каймастчĕ. Хаçата вулакансем, халăх валли кăларнине шута илсен общество корреспонденчĕсемпе çыхăнса ĕçлемелли каламасăрах паллă. Çакна тĕпе хурса "Хыпарăн" кăçалхи 26-27-мĕш номерĕсенче "Вулакан страници" кун çути курчĕ. Ман шухăшпа, çакă кирлех.