Archive - Кăрлач 2015 - Хыпар

январь 30th

30 Кăрлач, 2015

Таса ячĕсене тавăрнă

Раççей Федерацийĕн «Политика репрессийĕсенче шар курнисен таса ячĕсене тавăрасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн 2013-2014 çулсенче Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви политика тĕлĕшĕнчен айăпласа администраци йĕркипе ссылкăна, ялан пурăннă вырăнтан ирĕксĕрлесе кăларса янă, ятарлă поселение ăсатнă, ирĕкĕпе правине ытти тĕрлĕ меслетпе хĕснĕ çак çынсен тата ашшĕ-амăшĕпе пĕрле политика репрессине лекнĕ ачисен таса ячĕсене тавăрнă.

Районсен ячĕсене вăл вăхăтри администраци пайĕпе палăртнă.

30 Кăрлач, 2015

Инкек куçа курăнса килмест

"Сывă-и, "Хыпар" хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем! Сирĕн пата Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнчи Зинаида Алексеевна Казакова çырать. 2014 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче кил-çуртра пушар тухрĕ, унта мăшăрăм Анатолий Никандрович вилчĕ. Чăтма çук пысăк хуйхă пулчĕ. Пĕчченех юлтăм, ачасем инçетре тĕпленнĕ. Çурт çунса юрăхсăрланнăран ăçта килнĕ унта пурăнкалатăп. Хам мĕн чăтса ирттернине çырса пĕтереес те çук. Май пулсан ман пата килсе курма тăрăшăр-ха."

30 Кăрлач, 2015

Педагогсем фото ÿкереççĕ

Вĕрентекенсем пултарулăх тĕрлĕ енне ăша хывма ăста. Çакна нумаях пулмасть Етĕрне районĕнчи 3-мĕш гимназире иртнĕ анлă педканаша хутшăннисем тепĕр хут ĕненме пултарчĕç. Шăпах çак мероприяти тĕлне асăннă вĕренÿ заведенине республикăри вĕрентекенсен хушшинче йĕркеленĕ фотокурава куçарса килчĕç.

30 Кăрлач, 2015

Çĕр хапхи

Пĕр енчен - ĕненмелле те мар пек. Тепĕр енчен вара мăн асаттесем туса ирттернĕ йăла-йĕркен хăйне евĕр хăвачĕ пур пек те туйăнать. Шел, вăхăт иртнĕ май чылайăшĕ манăçа тухса пырать. Акă, сăмахран, выльăх-чĕрлĕхе чир-чĕртен сыхлама пулăшакан йăла - Çĕр хапхи. Мĕнле ирттернĕ ăна? Камсем хутшăннă? Нимĕн те пĕлместпĕр... Йăла-йĕркен ячĕ кăна асра юлнă, ытти пĕтĕмпех манăçнă. Аса илтерсемĕр.

А.АНИСИМОВА.

Çĕнĕ Шупашкар хули.

30 Кăрлач, 2015

Шăнкăртам районĕ

Чăваш Республикинчи тутар ялĕсем уйрăм район тытăмĕнче пулнă вăхăтсем те пулнă иккен. Мĕн ятлă пулнă çав район? Миçемĕш çулсенче йĕркеленнĕ вăл? Района хăçан пĕтернĕ?

С.ВАСИЛЬЕВ.

Комсомольски районĕ.

Малалла вулас...

30 Кăрлач, 2015

Ăста та пултаруллисем кирек ăçта та кирлĕ

Юрă-кĕвĕ енчен пирĕн халăх питĕ пултаруллă. Уяв çук чухне те кирек мĕнле уяв туса хăйĕн чунне хăпартлантарма пултарать. Эстрадăна кăмăллать, ĕлĕкхи-авалхи юрăсене манмасть, вĕсен ĕмĕрне малалла тăсать. Тутар Республикинчи чăваш ялĕсене илес пулсан - кашнийĕнче ансамбль пур. Пĕрре кăна та мар-ха.

30 Кăрлач, 2015

Ĕпхÿ чăвашĕсем çĕнĕ çулта – çĕнĕ çуртра

Пушкăртстан Республикин тĕп хулинчен савăнăçлă хыпар çитрĕ, Ĕпхÿ чăвашĕсен вырсарни шкулĕ чылай вăхăт юсавра пулнă хыççăн çĕнĕрен ĕçлеме тытăннă.

30 Кăрлач, 2015

Чуна ăшăтакан картинăсем

Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче Арина Перцаль ÿнерçĕн ятарлă куравĕ уçăлнă.

Ӳнер искусствине кăмăллакансем ăна лайăх пĕлеççĕ. Сăмах май, вăл юлашки вăхăтра анлă палăрнă хăйнеевĕр ÿнерçĕн Алексей Альфонсăн хĕрĕ.

январь 29th

29 Кăрлач, 2015

"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 3 /800/ №, 29.01.2015

Пĕрене мĕншĕн çурaлать? Юлашки çулсенче чылайăшĕ йывăç çурт лартма тăрăшать

Çĕр е хваттер? Нумай ачаллă çемьесем çĕр вырăнне хваттер илме пултараççĕ

ШYПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ  /январĕн 28-мĕшĕ тĕлне/

Чиркÿ праçникĕсем Чиркÿ уявĕсем / Çăварни, Мăнкун.../ кăçал хăш кунсене килеççĕ?

666 хaрушa-и? Чиркÿре ватăсем 666 номер çинчен калаçаççĕ.

29 Кăрлач, 2015

Пĕрене мĕншĕн çурaлать?

Йывăç çурт - экологи тĕлĕшĕнчен таса, сывлăхшăн усăллă, хитре. Юлашки çулсенче чылайăшĕ йывăç çурт лартма тăрăшать те.

Профильлĕ пăрăссенче /брус/, цилиндрланă пĕренесенче, саваламан пĕренесемпе танлаштарсан çурăксем тата пысăкрах пулаççĕ. Мĕншĕн?

Типсе пынăçемĕн пĕренен çиелти пайĕ пĕрĕнсе пĕчĕкленет. Пĕрене варрийĕ вара вăрах типет, вăл ерипен пĕрĕнет. Пĕренен çиелти сийĕ çавна май туртăнать, çуркаланать. Пĕренене цилиндрланă чухне унăн çиелти сийне вăйлă саваласа илеççĕ. Çавăнпах хăвăртрах типет, çурăксем те анлăрах пулаççĕ.

Pages