Archive - 2014 - Хыпар

декабрь 13th

13 Раштав, 2014

Эсир тÿлев карттипе çул çÿретĕр-и?

Правительство çуртĕнче профтехучилищĕре, шкулта вĕренекенсем, студентсем республикăри автомобиль тата хуласенчи электричество транспорчĕсемпе çÿренĕ чухне кондуктора е водителе укçа алăран памасăр тÿлевпе татăлмалли карттăпа усă курассипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе яврĕç.

13 Раштав, 2014

Хăрушсăрлăх - чи кирли

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Правительствăн çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвне ирттерчĕ. Унта ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ В.Филиппов, ĕç тăвакан влаç органĕсен /çав шутра муниципалитет йĕркеленĕвĕсен/, транспорт комплексĕн предприятийĕсемпе общество организацийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

13 Раштав, 2014

"Çĕрулми - 2015" курав каллех хăнасене пухĕ

"Агро-Инновацисем" хысна унитари предприятийĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов ертсе пынипе регионсен хушшинчи "Çĕрулми - 2015" курава ирттерекен комитет ларăвĕ пулнă. "Аграрисемшĕн вăл пысăк пĕлтерĕшлĕ, - тенĕ министр. - Çитес çул çиччĕмĕш хут иртĕ. Çĕнĕлĕхсемпе тĕлĕнтерессе шанатпăр".

13 Раштав, 2014

Çичĕ ют таварĕ хухтăр, хамăрăн хушăнтăр

Ĕнер Михаил Игнатьев республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Экономика тата Инвестици илĕртÿлĕхне вăйлатассипе çыхăннă ĕç канашĕсен пĕрлехи ларăвне ирттерчĕ.

13 Раштав, 2014

Хамăрăн тĕп пуянлăха - чĕлхемĕре - упрассишĕн

Тăван халăхăмăрăн тĕп хутлăхĕнче - Чăваш Енре - çакнашкал ыйту çивĕчленни ăнланмалла мар пулăм пек туйăнать пулин те ЮНЕСКО чăваш чĕлхине те çухалса пыраканнисен шутне кĕртни чĕлхемĕр инкекĕ çинчен уççăнрах калаçма тытăнтăмăр. Шывра путакан çын улăм пĕрчинчен те пулин тытăнса юлса çăлăнасшăнни евĕрлех чăвашлăхшăн çунакан йăхташсем те кĕрĕк арки йăваласа ларасшăн мар. Çакнашкал шухăш çирĕпленчĕ Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институтĕнче иртнĕ "Чăваша чăваш чĕлхи кирлĕ" форума хутшăннă май.

13 Раштав, 2014

Анатолий Моисеев: Тăван яла юратмаллах!

Пуçарулăхĕпе, малашлăха курма пĕлнипе, сăмаха тытнипе палăрать вăл. Çав вăхăтрах çынсене пур енĕпе те тĕслĕх кăтартать. Çакнашкал ырă сăмахсем каласа паллаштарас килет манăн хамăр вулакансене Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Анатолий Моисеевпа.

13 Раштав, 2014

Сивĕ сăмах вучаха та сÿнтерĕ, ăшă сăмах тÿпене çĕклентерĕ

- Сана пĕр япала каласа парам-и, анчах никама та ан шарла, - терĕ нумаях пулмасть тахçанхи пĕлĕшĕм.

- Апла пулсан мана та нимĕн те ан кала. "Вăрттăн сăмах" текен йывăр çĕклеме пĕртте йăтса çÿрес килмест. Кĕтмен çĕртен персе ярăп тата, - хирĕçлемеллипех хирĕçлерĕм эпĕ.

- Э-э-э, мĕн хăрамалли пур! Ун çинчен кайран çавах пурте пĕлеççĕ...

- Апла пулсан пушшех те ан кала. Сăмах-юмахĕ сарăлĕ те - айăпли эпĕ пулăп.

- Сан шухăшна Анăçри пĕр философ питĕ вирлĕ çавăрттарса каланине вуланăччĕ. Шел, ятне астумастăп. Тен, эсĕ пĕлетĕн?

13 Раштав, 2014

Аукционсем - кĕр-кĕрр!.. Мĕншĕн?

Кайăкçă лаптăкĕсемшĕн

2010 çулччен саккуна пăсса валеçнĕ кайăкçă вырăнĕсене ЧР Арбитраж сучĕ арендаторсенчен туртса илнине «Хыпар» пĕлтернĕччĕ. Çывăх вăхăтра вĕсене каллех тара парĕç. Ку ĕçе мĕнле пурнăçласшăн-ха. ЧР чĕрчун тĕнчин об<екчĕсемпе вĕсем пурăнакан çĕре сыхлас, тĕрĕслес тата чĕрлĕхпе усă курассине йĕркелес енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Владимир КУЗЮКОВ хуравлать.

Pages