Archive - Чÿк 2014 - Хыпар

ноябрь 22nd

22 Чÿк, 2014

«Паян - ĕнерхинчен, ыран паянхинчен лайăхрах ĕçлесчĕ»

Шăпах çак чĕнĕве тĕпе хурса пурăнать Елчĕк районĕнчи "Рассвет" ЯХПК председателĕ Юрий Мясников. Çавăн пекех вăл райадминистраци пуçлăхĕн Николай Миллинăн сĕнĕвне те - производствăна кашни уйăхра темиçе процент та пулин ÿстерсе пымалла - асра тытса ĕçлет.

22 Чÿк, 2014

Апат пĕçерекен пăсĕпех тăранать...

Кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче кăна мар, маларах та, ун хыççăн та «Чăваш Ен» издательствăпа полиграфи комплексĕн столовăйĕнчен çын татăлма пĕлмест.

22 Чÿк, 2014

«Юхăм тĕллевĕ палăртма пулăшрĕ...»

Çĕршывра ГТО комплексĕн нормисене пурнăçламалли тытăма çĕнĕрен чĕртни - ырă пулăм. Район администрацийĕнче, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕнче ĕçлекенсем ку енĕпе хăйсен вăй-хал çирĕплĕхне тĕрĕслерĕç ĕнтĕ.

22 Чÿк, 2014

Пирĕн класра хăнара - полицейскисем

Сĕтел çинчи хĕç-пăшалăн тем тĕрлĕ тĕслĕхне курсан класа кĕнĕ ачасен çăварĕсем карăлсах кайрĕç. Арçын ачасен - пушшех! Теттесем мар - чăн хĕç-пăшал вĕт!

22 Чÿк, 2014

Юрăхсăрлатма - çур кун, лайăхлатмашкăн - ĕмĕр

Çĕрпе çыхăннă йĕркесĕрлĕхсем пирки калаçнă май Салатма пĕр талăк, пуçтарма çулталăк каларăш аса килет. Эпĕ ăна кăшт кăна улăштарнă пулăттăм: «Юрăхсăрлатма - çур кун, лайăхлатмашкăн - ĕмĕр». Специалистсем каланă тăрăх юрăхсăрлатнă тăпра хăй тĕллĕн вăрах пулăхланать: пĕр сантиметр кăна пĕр ĕмĕр кирлĕ!

Çакăн пирки ялта çуралса ÿснĕ кашни çыннах пĕлмест пулĕ. Унсăрăн çĕре çаплах хĕн кăтартас çук! Нумайăшĕ çут çанталăкран пайта илесшĕн, анчах та ун умĕнчи парăма татасшăн мар. Пурнăçра та, çутçанталăкра та йăлтах шайлашуллă пулмалла-çке: илтĕн – тавăр.

22 Чÿк, 2014

Сăпайлă, тăрăшуллă, пуçаруллă

- Ман çинчен çырма кирлех-ши? Пĕтĕм ĕçе туслă коллективпа пурнăçлатпăр, - тесе кĕтсе илчĕ «Акконд-агро фирма» акционерсен хупă обществин сĕт-çу комплексĕн ертÿçи Николай Мальцев эпĕ кунта килнин тĕллевне пĕлтерсен.

22 Чÿк, 2014

Старостăсен ĕçне хаклама вăхăт

- Малтанхи вăхăтра иккĕленнĕччĕ, халĕ шанчăклăнах çапла калама пулать: пирĕн тăрăхра пурăнакансем старостăсен пĕлтерĕшĕ мĕнлерех вырăн йышăннине тĕрĕс ăнланса илчĕç, - тет Йĕпреç районĕнчи Пучинке ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Федоров. - Савкка ялĕнче çак тивĕçе пурнăçлакан Сергей Наумов мана кулленхи ĕçре пулăшать. 20 киллĕ ялти пĕр мероприяти те Сергей Петрович хутшăнмасăр иртмест.

22 Чÿк, 2014

Туслăх çулĕ такăрланать

Волгоград облаçĕнчи Камышин хулипе районĕ сирĕн республикăри Йĕпреç районĕпе туслă çыхăну тытма тытăннăранпа пилĕк çул иртрĕ. Çак тапхăрта вĕсем пĕр-пĕрин патĕнче темиçе те пулма ĕлкĕрчĕç.

22 Чÿк, 2014

Ушкăнпа ĕç ăнать

Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Г.Медведевпа вырăнти хăй тытăмлăхăн «ĕнси» çинче капланнă ыйтусене хускатнă май 487 хуçалăхлă тăрăха урлă та, тăрăх та шĕкĕлчесе тухрăмăр. Ертÿçĕ сăмахĕсем вара пурте вырăнти халăхпа, унăн пурнăçĕпе, малашлăхĕпе çыхăннă. Шел, калаçу пуçламăшĕнчех муниципалитет йĕркеленĕвĕнчи Тури Чакăпа Аслă Чементе 83 çурт хупăнни çинчен пĕлтерни шухăша ячĕ. Ултă пайĕнчен пĕринче çын пурăнмасть! Йыш сахалланса, çулĕпе ватăлса пырать. Çапах та пуçлăхăн хастарлăхĕ пысăк пулсан, ваттисем калашле, халăх сурнипе кÿлĕ çеç мар, ытти те тăвăнать.

22 Чÿк, 2014

Космонавт пилĕ

...Çирĕм икĕ çул хыçа юлчĕ ĕнтĕ унтанпа, Пучинке салипе Çирĕклĕ ялĕ хушшинчи тÿремлĕхре çĕнĕ урам ÿссе ларнăранпа. Çак тапхăрта унта капмар та хÿхĕм çурт-йĕр çавăракансен йышĕ икĕ хут пысăкланнине савăк кăмăл-туйăмпа палăртать иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче «Красный партизан» колхозăн строительство цехне ертсе пынă Анатолий Петров.

Pages