Archive - Чÿк 2014 - Хыпар

ноябрь 29th

29 Чÿк, 2014

Марина Карягинăн кĕнекине пахаланă

Ноябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекин ĕçченĕсем Раççей писателĕсен союзĕн членĕн Марина Карягинăн пултарулăхне кăмăллакансене пухнă. Марина Федоровна 20 ытла кĕнеке авторĕ, тĕрлĕ жанрпа ĕçлет, прозăпа, поэзипе, драматургипе.

29 Чÿк, 2014

Вышел в свет очередной номер газеты "Вести Чувашии" (№ 45 (1412)) от 29 ноября 2014 года.

Указ Главы Чувашской Республики от 24 ноября 2014 года № 152 «О награждении государственными наградами Чувашской Республики».

 

ноябрь 28th

28 Чÿк, 2014

«Самантăн» 11-мĕш номерĕ кун çути курчĕ.

Хаваслине те, шухăшламаллине те тупать унта вулакан. Çырăнтару пирки те аса илтерет журнал.

«Иртнипе малашлăх чиккинче» ярăмра авалхи индоиранецсемпе чăвашсен культурисем çыхăнни пирки сăмах пырать. Аркаима кайса килнисене те сăмах парать журнал.

«Атăлçи мул-туприпе» кăсăкланакансем хальхинче Галактион Григорьев пуç касан пурнăçĕпе паллашĕç. Кстовăпа Сăр вăрри тăрăхĕнчи Фадеев сăрчĕсен вăрттăнлăхне пĕлĕç.

28 Чÿк, 2014

"Вĕрентекен пур чухне вĕрен, студент!"

Нумаях пулмасть алла «Тăван Атăл» журналăн 2013 çулхи улттăмĕш номерĕ лекрĕ. Уйăхсерен тухса тăракан чăваш журналне вулама çав тери кăсăклă пулчĕ. Ман шутпа, унта паянхи чăваш литератури мĕнлерех çулпа аталанса пыни уçăмлăн йĕрленет.

28 Чÿк, 2014

"Тăван Атăл" журнал, 11 №, 2014 çул.

КĂЛАРĂМРА
ТĂВАН АТĂЛ
ÇЕÇПĔЛ МИШШИ ÇУРАЛНĂРАНПА - 115 ÇУЛ
ÇеçпĔл Мишши. Чăваш сăмахĕ
Юрий АРТЕМЬЕВ. Çĕн çĕре чĕнен чĕре
 
ПРОЗА
Василий ПЕТРОВ. Каçару. Повесть

28 Чÿк, 2014

Ылтăн кимĕ

Атăлçи вăрă-хурахĕсем халăх асĕнче хăрушла романтиксем пулса юлнă: мĕн чухлĕ юрă-сăвă хывнă вĕсем çинчен! Степан Разинпа Ермак Тимофеевич хыççăн чи паллă пиратсенчен пĕри - Галаня (Галанка) атаман, Галактион Григорьев.

Pages