Archive - Oct 2014 - Хыпар

юпа 25th

«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн должноçне йышăнас тĕллевпе ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви ирттернĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Комисси йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн медиа-холдинг ертÿçи пулма Валерий Туркая çирĕплетнĕ. Ĕнер ЧР Информполитика министрĕ Валентина Андреева ăна Издательство çурчĕн ĕç коллективĕпе паллаштарчĕ. Çĕнĕ ертÿçе ĕçре ăнăçу, пысăк çитĕнÿсем тума сунчĕ.

Валерий Николаевич Яковлев, СССР халăх артисчĕ, РФ Патшалăх тата ЧР Патшалăх премийĕсен лауреачĕ 75 çул тултарчĕ. Вăл К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне 35 çул ертсе пырать.

20 çул... Ял хуçалăх кооперативĕшĕн ку тапхăр нумай-и е сахал-и. Кирек мĕнле пулсан та çак 20 çул предприяти историне яланлăхах кĕрсе юлать. Акă паян, юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Елчĕк районĕнчи "Комбайн" ЯХПК йĕркеленнĕренпе 20 çул çитет.

Ыйту, Ĕçпе тивĕçтерекен пĕр вăхăтрах темиçе çĕрте вăй хуракан çынсене кăларса ярасси çинчен ĕçлев службин органĕсене пĕлтерме тивĕç-и.

Канаш районĕнчи ăратлă кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен «Канашский» заводра тĕрлĕ ялтан ĕçлеме çÿреççĕ. Малтан çемьерен пĕри килсе вырнаçать. Вăл киле савăк кăмăлпа таврăннине, шалу вăхăтра тата аван илнине кура тепри те кунта çул тытать. Кану кунĕсенче ачисем ашшĕ-амăшне пулăшма çÿреççĕ.

Наци музейĕн курав центрĕнче çак кунсенче «Чăваш Енри мордвасем» курав уçăлчĕ. Асăннă экспозици «Чăваш Енри наци пĕрлĕхĕсем» ярăма малалла тăсать.

юпа 24th

В номере:

Цены на цнтральном рынке
Канализация - своими руками
Народные приметы
Читатели спрашиввают
Витамины в саду - боярышник
Сирень цветет зимой...
Готовим сами

Номерте:

Шупашкарти тĕп пасарти хаксем
Канализаци – хамăр алăпа
Халăх сăнанинчен
Вулакансем ыйтнипе
Пахчари витамин – катăркас
Сирень хĕлле çурать...
Тĕпелте чухне

Pages