Archive - 23 Юпа, 2014 - Хыпар

23 Юпа, 2014

«Тыр-пул тухăçĕ - ял çыннин канăçсăрлăхĕ»

«Çăкăртан асли çук», - тесе ахальтен каламан ваттисем. Сĕтел çине те ытти апат-çимĕçе лартиччен чи малтанах çăкăрпа тăвар лартаççĕ. Çăкăр - пирĕн пурнăç, халăх пуянлăхĕ. Вăл авалтанах халăхра пысăк хисепре пулнă. «Умăнтан çăкăр ан татăлтăр», - тенĕ çынсем пĕр-пĕрне ырă сунса.

23 Юпа, 2014

«Пĕлÿ парас ĕçре хамăрăн навигатор пулмалла»

Сарă çÿçлĕ те илемлĕ çак вĕрентекене курмассерен тавралăх çуталса кайнăн туйăнать. Ку хутĕнче тата кĕрхи ăмăр çанталăкчĕ те - пушшех. Çĕнĕ Шупашкарти 5-мĕш шкулта ют чĕлхесене вĕрентекен Екатерина Михайловна Владимирова пирки сăмахăм.

23 Юпа, 2014

Мăшăр хăма та саваланă, кукăль те пĕрлех пĕçернĕ

Мулендеевсен ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех пултаруллă.     «Талантлă çын пур енĕпе те ăста»,- тесе ахальтен каламан пулĕ. Кирек хăш ĕçе пикенсен те пултарать вăл. Вăй-хăвачĕ ăçтан тухать-ши, чун хавалĕ епле çитет-ши тесе тĕлĕнетĕн вара.

23 Юпа, 2014

"Сывлăх", 42 /807/ №, 23. 10. 2014

о Иммун тытăмне çирĕплетет.
о Сиплевçĕ сырлан.
о Урпа тухса аптратать.
о Диабет нушинчен.
о Чир шала каясран.
о Ыратнине ирттерме пулать.
о Пĕр-пĕринпе килĕштермеççĕ.
о Сахăр компресĕ.

Pages