Archive - 15 Юпа, 2014 - Хыпар

15 Юпа, 2014

«Тĕп кăтартуран кăçал та чакмăпăр»

«Таябинкăн» ÿсĕмлĕ аталанма майсем çителĕклĕ. «Кăтартусене лайăхлатса мала тухма пулать, анчах çак чыса тăтăшах тивĕçме çăмăл мар». Çапла каланине хуçалăх ертÿçисенчен час-часах илтетпĕр. Ырă ут та такăнать теççĕ те, пурнăçра яланах ĕмĕтленнĕ пек пулмасть çав. Ял хуçалăхĕнче ку чухне пушшех те.

15 Юпа, 2014

Василий Семенов фермер çĕр çырли те ÿстерет

Ăна пуçтарма машина ăсталасшăн

Нумаях пулмасть манăн хаçат ĕçĕпе Куславкка районĕнчи Карач ялĕнче пурăнакан Василий Семенов фермер патĕнче пулма тÿр килчĕ. Вăл кăçал пахча çимĕç кăна мар, пĕрремĕш хут 3 гектар çинче çĕр çырли çитĕнтернĕ. Пĕлтĕр фермер хуçалăхĕ 490 тонна хăяр, 60 тонна ытла помидор, 450 тонна купăста тăварласа сутнă. Унăн ĕç опычĕпе паллашма хамăр республикăран кăна мар, Тутарстанран та делегацисем килеççĕ.

- Василий Николаевич, эсир фермер хуçалăхне йĕркеленĕренпе миçе çул çитрĕ?

15 Юпа, 2014

Сусăрлăх тапхăрĕ стажа кĕмест

Эпĕ - 53 çулта. Йывăр операци хыççăн инвалида тухмалли хутсене хатĕрлетĕп. Пĕтĕмĕшле стаж 32 çултан иртнине шута илсе мана ватлăхри ĕç пенсине маларах кăларма тата инвалидлăх вăхăтне çав стажа кĕртме пултараççĕ-и?

И.ИВАНОВА.

15 Юпа, 2014

Пенси валли пухăнакан укçа: паян тата ыран

2015 çулта обязательнăй пенси страхованийĕ валли пухăнакан взноссене пĕтĕмпех страховани пенсине йĕркелемешкĕн яма палăртаççĕ. Çав укçа-тенкĕ шăпи çинчен паянхи кăларăмра РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн ертÿçи Роза КОНДРАТЬЕВА ăнлантарса парать.

- Роза Алексеевна, пенси валли пухăнакан укçа шăпипе çыхăннă ыйту кама ытларах пырса тивет?

- Пĕрремĕшĕнчен, ĕçлекен граждансене - 1967 çулта тата каярах çуралнисене - вĕсен страховани тата пухăнса пыракан пайсем йĕркеленеççĕ.

15 Юпа, 2014

Вăрман тăрри тикĕс-и?

Республикăн Аслă сучĕ Чăваш Енĕн Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин «Чăваш вăрман хуçалăхĕ» патшалăх унитари предприятийĕн судпа айăпланнă ертÿçисем тата вĕсемпе явăçнă фирма директорĕ тĕлĕшпе преступлени квалификацине тата яваплăх мерисене улăштармасăр хăварнă.

15 Юпа, 2014

Канмалли кун - спорт лапамне

Армспорт турнирĕнче Пенза облаçĕн атлечĕсем çĕнтерчĕç. Иккĕленмелли çук: юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Чăваш Енре иртнĕ "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" спорт форумĕ республикăри физкультурăпа спорт аталанăвĕнче вышкайсăр тарăн йĕр хăварчĕ.

Pages