Archive - 2020

апреля 24th

24 Ака, 2020

«Халăх ăсне кĕрсе юлнă»

«Хыпарăн» иккĕмĕш редакторĕ Сергей Кириллов хаçатăн 11 номерне кăларнă. 1906 çулхи çĕртме уйăхĕнчи пĕр номерте политика ыйтăвĕпе çыхăннă статья вырнаçтарнă. Пичетленнĕ хыççăн ăна тĕрĕсленĕ те салатма ирĕк паман, пĕтĕм тираж типографирех юлнă.

апреля 23rd

23 Ака, 2020

Улшăнусене ырлатăп

Конституцие улшăнусем кĕртесси пирки вулаканăмăрсен шухăшĕпе малалла паллаштаратпăр.

Марина АНИЧЕНКОВА, ЧР Хĕрарăмсен союзĕн президиумĕн членĕ:

23 Ака, 2020

Тетте № 4 (308), 2020 çул

23 Ака, 2020

Чĕр чуна хÿтĕлесшĕн

Паян кушак çурине кÿрентерекен çын ыран ача çине алă çĕклеме пултарать. Сывă обществăра чĕр чунран мăшкăлламаççĕ, вăл суранлансан е ватăлсан урама кăларса ывăтмаççĕ. Тăватă ураллă туссене хисеплеме мĕн ачаран вĕрентмелле.

23 Ака, 2020

Шанăçа тÿрре кăларать

Тăрăшулăхсăр вĕренÿре те, спортра та, пултарулăхра та çитĕнÿ тума çук. Ăнăçу айккинчен пăрăнса ан ирттĕр тесен сахал мар вăй хумалла. Елчĕк районĕнчи Кушкă шкулĕнче 10-мĕш класра ăс пухакан Инесса Александрова тăрăшулăхпа тата яваплăхпа палăрса тăрать.

23 Ака, 2020

Наци тумĕн кунĕ

Пушкăртстанри туслă çемьере 100 ытла халăх пурăнать. Вĕсем тĕрлĕ чĕлхепе калаçаççĕ. Кашнин хăйĕн тĕнĕ, культури… Çак расна халăха çĕр-çĕр çул çирĕп туслăх çыхăнтарса тăрать. Чăваш халăхĕ хăйĕн йышĕпе Пушкăртстанра — 4-мĕш вырăнта. Вĕсем кашни хулапа районта пурăнаççĕ.

Pages