Archive - 2019

1 Чÿк, 2019

«Пурăнас килет» проект: «Эпĕ пĕрех вилместĕп»

Республикăри онкологи диспансерĕн медицина психологĕ Инна ВАСИЛЬЕВА:
- Чирлекенпе пĕрле пурăнакансем чылай чухне кăмăл-туйăм енчен ывăнса çитни пирки калаççĕ. Пытарма кирлĕ мар: хăшĕ-пĕрин тарăхупа курайманлăх туйăмĕ те çуралма пултарать, кайран вара ÿкĕнеççĕ, хăйсене айăплаççĕ. Унсăр пуçне чылайăшĕ çывăх çынни пурнăçран уйрăласран хăрать, ялан иккĕленет, йывăр шухăшсемпе айланать.

1 Чÿк, 2019

Тырă - кĕлетре, апат-çимĕç - сĕтел çинче

Паян, чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче, республика аграрийĕсем Шупашкарта Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне уявлаççĕ. Чăрмавлă ĕççи хыççăн унта мĕнле шухăш-кăмăлпа хутшăнасси пирки пирĕн хаçат журналисчĕ хуçалăх ертÿçтисемпе калаçнă.

1 Чÿк, 2019

Вилĕмрен икĕ хутчен хăтăлса юлнă

Иван Фирсов 100 çул тултарсан кĕçĕн мăнукĕ салтака кайнă

Ку çул Çĕнĕ Шупашкарти Фирсовсен çемйишĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Атте, асатте, кукаçи, мăн асаттепе мăн кукаçи ятне илтнĕ çемье пуçĕ Иван Фирсович 100 çул тултарнă ятпа манăçми уяв ирттернĕ. Вăл 1919 çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Тĕкĕрç ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Хальхи вăхăтра мучи — кĕçĕн хĕрĕн Надеждăн тимлĕхĕнче. Хăй тĕллĕн утаймасть ветеран, юлашки вăхăтра алла кашăк та тытайми пулнă.

1 Чÿк, 2019

Наци проекчĕсем: Дипломпа пĕрле - 100 пин тенкĕ

Самантлăха аса илер-ха «Уяв» шăрантаракан «Анкарти пĕр тулли», «Ах, кăрчама, кăрчама», «Хура лаша, ан хартлат», «Лаши пултăр, лайăх пултăр» хăна юррисене. Е тата «Хĕр туйĕ», «Кĕр сăри», «Вăйă» йăла уявĕсене куç умне кăларар. Акă ăçта – халăх мăнаçлăхĕ, илемĕ, пултарулăхĕ.

www.hypar.ru

1 Чÿк, 2019

Наци проекчĕсем: Уйăрнă укçапа туллин, тухăçлă усă курмалла

Элĕкре, Елчĕкре, Канашра, Етĕрнере çитес çул хытă каяшсен вырăнĕсене рекультивацилесмелле.

www.hypar.ru

1 Чÿк, 2019

Наци проекчĕсем: Пациентсем çĕнĕ корпуспа кăмăллă

«Палатăсемпе коридорсем çутă, таса. Йăлтах çывăхра, йăлтах ĕçлет, меллĕ. Çакă пирĕншĕн, операци хыççăнхи пациентсемшĕн, питĕ пĕлтерĕшлĕ.

юпа 31st

31 Юпа, 2019

«Пурнăç начар текенсене пирĕн уйрăма илсе килсе кăтартмалла»

Паллиатив «вителĕк» тесе куçать. Пациента хÿтĕлекен витĕ тесе ăнланмалла ăна. Çавăн пек вителĕк çынна пурнăç вĕçне çитсен питĕ кирлĕ. Тин çуралнă пепкене амăшĕ юратса пăхнипе танлаштарма пулать ăна.
Юлашки çулсенче сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче паллиатив пулăшăвне вăйлă тимлеççĕ. Çĕрпÿ районĕн тĕп больницинчи паллиатив уйрăмĕн ертÿçи Наталия ГОРДЕЕВА хăйĕн ĕçĕпе паллаштарать.

31 Юпа, 2019

Кукăль сутса чирлĕ ачасене пулăшать

Шупашкарти тĕп пасарта Лисук аппана сутуçăсемпе хуралçăсем кăна мар, туянакансем те паллаççĕ. Хăшĕ-пĕри вăл пĕçернĕ кукăльпе сăйланассишĕнех пасара çул тытать. 89-ти кинемей вăйĕ чакнине пула ытларах килте ларать. Çапах унта та ĕçсĕр аптăрамасть. Кашни кун зарядка тăвать, хаçат-журнал вулать.

Pages