Archive - 11 Ноября, 2019

Фитнес-залра вырăс халăх илемлĕ кĕвви янăрать. Урай варринче тăракансем саркаланса ташша çапма тытăнассăнах туйăнать. Чăн та, питех те хастаррăн хускалаççĕ вĕсем. Анчах урăхла курăнать халăх ташши. Çĕнĕлле. Степ теççĕ ăна.

Пĕлĕшĕмсем çĕнĕ хваттере куçма хатĕрленеççĕ. Эпир япаласем пуçтарма вĕсемпе пĕрлех картон курупкасем шыратпăр. Усă курнăскерсене тĕрлĕ тавар сутакан вырăнтан ахалех ыйтса илессĕн туйăнать. Çапах вĕсене пур лавккара та йăпăр-япăр парса ярасшăнах мар. Апла пулин те пирĕн тĕле ырă кăмăллă сутуçăсем лекрĕç: пĕр çыхă картон курупка тыттарчĕç. Эпир, ĕç ăннăшăн савăннăскерсем, хваттере васкатпăр. Унччен те пулмарĕ, пĕлĕшĕн кÿрши килĕнчен тухса пирĕн еннелле сиввĕн пăхрĕ. «Выçса вилсен те картон курупка пуçтарса çÿреместĕпех», — пурте илтмелле юриех хыттăн каларĕ вăл.