Archive - Юпа 2019

юпа 16th

16 Юпа, 2019

Грант çул уçрĕ

— Хĕлле ăшă витерен тÿрех сивĕ çĕре тухса ĕçленĕрен час-часах шăнса пăсăлаттăм. Шыва витресемпе йăтса выльăхсене шăварнă. Мĕн пур ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă. Пысăк мар ферма пирки сахал мар ĕмĕтленнĕ.

16 Юпа, 2019

Пуçа таяр хĕрарăм умĕнче

Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕн пуçарăвĕпе Шупашкарти Туслăх çуртĕнче пĕрремĕш хут регионсен хушшинчи ял хĕрарăмĕсен «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» конкурс-фестиваль иртрĕ.

16 Юпа, 2019

«Аван» чей сиплет аван

Николай Потапов Етĕрне районĕнчи Тури Ачак ялĕнче пурăнать. Чăваш Енри тĕрлĕ ÿсен-тăранран чей валли курăк пуххисем хатĕрлет. Вĕсене хамăр республикăра çеç мар, çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче туянаççĕ.

юпа 15th

15 Юпа, 2019

Çаврăнăçуллисем укçа перекетлеççĕ

Шупашкарта пурăнакан пĕлĕшĕм Çĕнĕ çул уявĕсен вăхăтĕнче ют çĕршыва кайма хатĕрленет. Çавна май вăл нумаях пулмасть ют çĕршыв паспортне илчĕ.

15 Юпа, 2019

Юрий МИХАЙЛОВ: Манмаççĕ пулсан эпир пуррине пĕлеççĕ

Пушкăртстанри чăвашсем валли тăван чĕлхепе тухса тăракан «Урал сасси» хаçат кун çути курма пуçланăранпа кăçал 30 çул çитрĕ. Хыçа юлнă тапхăр тата йăхташсен юратнă кăларăмĕн паянхи кун-çулĕ çинчен унăн тĕп редакторĕ Юрий МИХАЙЛОВ каласа кăтартрĕ.
Хастарсем тăрăшнипе
— Юрий Николаевич, хаçат сирĕн умра кун çути курнă, аталанса ура çине тăнă. Атьăр-ха вăл никĕсленнĕ кунсем патне тепĕр хут таврăнар.

15 Юпа, 2019

Чунĕ Чăваш Енех туртăнать

«Кашни çынрах хĕвел пур, ăна çуталма парăр кăна», — тенĕ авалхи Греци философĕ Сократ. Шăпа ăна тăван тăрăхран чылай аякка илсе кайнă пулсан та унăн хĕвелĕ çуталнă. Пурнăçра вăл хăйĕн вырăнне тупнă.

15 Юпа, 2019

Шан, анчах тĕрĕсле

Лавккара тавар туянмалла-и, общество транспортĕнче билет илмелле-и, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлемелли-и — çак ĕç-хĕле банк карттипе пурнăçлакансем йышлансах пыраççĕ.

юпа 14th

Pages