Туслăх çăл куçĕ — тăван ялти пĕлÿ çурчĕ
Патăрьел районĕнчи Анат Тăрмăш ялĕнчи шкула 2005 çулта 4 класс вĕрентмелли турĕç. Пĕлÿ çурчĕ иккĕмĕш çул ĕнтĕ Çĕньял шкулĕн филиалĕ шутланать. «Пачах та хупма пултараççĕ», — текен хăрушă сăмах та тымар яма ĕлкĕрнĕ. Çакă тĕрĕслĕх ан пултăр çеç. Анат Тăрмăшпа Çăл Атăк тĕпренчĕкĕсемшĕн тăван ялтах шкул пурри мĕн тери лайăх-çке... <...>