Archive - 30 Çĕртме, 2018

30 Çĕртме, 2018

Олимпиада Яковлевна Агакова

«Манăн асатте — Яков Ананьевич — хĕрĕ Липа халăх юррисене юратнине асăрханă, ăна музыка енчен аталанма пулăшнă. Çуткасси ялĕнче пурăнакансем Олимпиада пĕчĕк чухнех тăван ен кĕввисене итленине каласа паратчĕç. Çурхи кунсенче çамрăксем Мăчкаваш шывĕ хĕррине вăййа тухнă, юрланă, ташланă. Олимпиада та ыттисемпе пĕрле савăннă. Салтак ăсатнă çĕре те, туйсене те, улах каçĕсене те хутшăннă… Нумай пĕлме юратакан хĕр ача тăван юрра-кĕвве чун-чĕререн юратнă, сăмахĕсене вĕренсе асра тытнă. Çакă ăна пултарулăхăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнă».

Pages