Archive - Çу 2018

мая 14th

14 Çу, 2018

Шăнкăрав сассийĕ янăрать ян-ян!..

1895 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Александр Попов радио хумĕсемпе усă курса информаци çÿретме май пурри пирки доклад тухса вуланă. Вырăс физикĕ çакна ĕçпе те çирĕплетнĕ. Çакă пулать те радио çуралнă кун.

14 Çу, 2018

Сăн ÿкерчĕксем, шăпасем, истори...

— Çак саманта çемьепе чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Пиллĕкри хĕрĕмпе Полинăпа иккĕри ывăлăма Василие уяв кăмăлĕ парнелеме ятарласа çар тумĕ тупса хутăмăр: патриотлăх туйăмĕ çакăнтан та пуçланать-тĕр. Асаттен Василий Раськинăн /ывăлне шăпах ăна сума суса ят панă.

14 Çу, 2018

Тавралăх тасалăха юратать

Республика халăхĕ экологи акцийĕсене хастар хутшăнать. Тĕрлĕ ÿсĕмрисем тавралăха тирпейлесе илем кĕртеççĕ, йывăç лартаççĕ.
Çак эрнере Шупашкарти техникум тата колледж студенчĕсем Юманлăх ращине тасатма тухнă, 60 ытла михĕ çÿп-çап пуçтарнă. Çамрăксен десанчĕ Опикасси тата Берендей вăрманĕсене те йĕркене кĕртĕ. Çут çанталăкра канма юратакансем тасалăха хаклама хăнăхсанах çÿп-çап купаланмĕччĕ те.

14 Çу, 2018

Екатеринбург чăвашĕсем хăнана чĕнеççĕ

Екатеринбургри чăваш наци-культура автономийĕ йĕркеленнĕренпе 10 çул çитнине ентешсемпе пĕрле анлăн паллă тăвасшăн. Çавăнпах пурне те Акатуя йыхлавлатпăр. Наци уявĕ çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Таганская слобода» кану паркĕнче иртĕ. Чăваш наци конгресĕн, тĕрлĕ регионти чăваш автономийĕсен хастарĕсене, Екатеринбургри наци пĕрлешĕвĕсен ертÿçисене, Чăваш Енри фольклор ушкăнĕсене, эстрада юрăçисене хăнана чĕнетпĕр.

мая 11th

11 Çу, 2018

«Тăшман салтакĕ мана туххăмрах çавăрса çапрĕ»

Иван Никитин фронтовика тахçанах пĕлетĕп. Вăл эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне аслă пиччене Ильяна çуралнă кун ячĕпе саламлама килнĕччĕ, хăйĕн кăкăрĕ çинче — орденсемпе медальсемччĕ.

11 Çу, 2018

Леонтий Раськина райкомра тип мунча нумай кĕртнĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче тылра ĕçленисенчен пĕри Леонтий Раськин Патăрьел районĕнчи Патăрьел ялĕнче пурăнать. 1960-1990 çулсенче республикăн «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕн вырăнти уйрăмĕсенче вăй хунисем, колхоз-совхоз техникине Патăрьелте юсаттарнисем ăна лайăх пĕлеççĕ.

«Эпĕ вăкăр хÿрине пăрман»

11 Çу, 2018

Тимĕр-тăмăр укçинчен преми паратчĕç

1971 çулта Шупашкар районĕнчи «Звезда» колхозăн тĕп инженерĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Трактор 20 яхăнччĕ, автомашина, тыр-пул пухса кĕртмелли комбайн, ытти машина 1980 çулсенчипе танлаштарсан сахалрахчĕ. Çулталăкра патшалăха ăсатмалли тимĕр-тăмăр планĕ 15 тоннăпа танлашатчĕ. Вунă çултан ăна 55 тонна шайне çитерчĕç. Мĕнле тултарнине халăх тĕрĕслевĕн комитечĕ çирĕп тĕрĕслетчĕ. 1976 çулхи пĕр кварталта сутма палăртнинчен 3 тонна сахалрах патăмăр. Çакăншăн комитет тĕп инженер оклачĕн виççĕмĕш пайне тытса юлма йышăнчĕ.

Pages