Archive - Пуш 2018

март 2nd

2 Пуш, 2018

Автоçул çуллен ытларах тăваççĕ

Шăмăршă районĕн муниципалитет йĕркеленĕвĕсен хыснинчен çулсем тума, вĕсене реконструкцилеме тата юсама 2018 çулта пурĕ 120 млн та 306 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Ку ĕçе пĕлтĕр 107 млн та 63 пин тенкĕ явăçтарнă.

2 Пуш, 2018

Чăваш чĕлхи янăрарĕ Тюменьте

Нарăс уйăхĕн 15-25-мĕшĕсенче Тюмень облаçĕнчи чăвашсен «Тăван» ассоциаци йĕркеленипе чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ, «Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă Чăваш чĕлхи кунĕсем иртрĕç.

2 Пуш, 2018

«Халăх хушшинче пулни вăй-хал хушать»

Ял старостисем яланах влаçăн пуçламăш сыпăкĕ пулнă. Должноçри çак çыннăн тивĕçĕсемпе прависене 1861 çулта хресченсем пирки калакан пĕтĕмĕшле положенипе саккунлăн çирĕплетнĕ. Хальхи вăхăтра ял старостисем çĕнĕрен тăрăшса ĕçлеме тытăнни сисĕнет.

март 1st

1 Пуш, 2018

Çĕнтерессине пĕлсех пурнăçларăм ĕçе

11-мĕш класра вĕренекен Кристина Григорьева Шупашкара Пушкăрт Республикинчи Пелепей районĕнчен çитнĕ. Иртнĕ эрнере И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра иртнĕ чăваш чĕлхи олимпиадинче пĕлĕвне тĕрĕсленĕ.

1 Пуш, 2018

Пуçлăх аллинчен — свидетельство

Нарăсăн 27-мĕшĕнче Элĕк районĕнче социаллă экономикăн иртнĕ çулхи аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртнă. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

1 Пуш, 2018

Хоккей лигине аталантарасшăн

Чăваш Енре ачасене спортпа туслаштарас, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас ĕçе аван пурнăçлаççĕ. Çыннăн пуласлăхĕ ачалăхран килет-çке.

Шупашкарта хоккей лиги вăй илсе пырать. Кăçал хĕллехи 23-мĕш Олимпиадăра Раççей хоккеисчĕсем çĕнтерни çитĕнекен ăрăва пушшех те хавхалантарать.

1 Пуш, 2018

Чи пысăк пуянлăх

Чăваш халăхĕн культурине, чĕлхине упрама ачаран хăнăхмалла. Çавăнпа та ача сачĕн ĕçченĕсен нумай тăрăшмалла. Йăла-йĕркене вĕрентессинче те воспитательсен тÿпи пысăк.

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче тĕнчере Тăван чĕлхе кунне паллă турĕç. 78-мĕш ача садне çÿрекен шăпăрлансем Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕн студенчĕсемпе пĕрле çак куна уявларĕç.

Pages