Archive - 15 Пуш, 2018

15 Пуш, 2018

Халăхпа пулас тесе туннеле юрлама тухаççĕ

Урам юрăçисем ĕлĕкех пулнă, халĕ те вĕсенчен никам та тĕлĕнмест. Хĕл кунĕнче сивĕрен хăрамасăр урамра юрлакансене Шупашкарта та куркалатпăр. Иртен пуçласа каçчен уçă сывлăшра тăнăскерсен укçи-тенки каçхи апатлану валли çитет-ши?

15 Пуш, 2018

«Сцена çине уçă тумпа тухни сăпайсăррине пĕлтермест»

Чăваш эстрадин тĕнчинче хăй сукмакне тупнă Ирина ШИНЖАЕВА юрăçа хăйне сцена çинче чăрсăр тытнишĕн, шалти туйăмĕсене пытарманнишĕн, уçă кĕпесем тăхăнма именменнишĕн кăмăллатăп. Ку, манăн шухăшпа, — пысăк хăюлăх.

15 Пуш, 2018

Посылкăра – шăтăк кĕпе, шăршлă пушмак…

Интернетра тавар туянасси йăлана кĕчĕ. Курман, тытса пăхман япаланах илме шикленместпĕр. Апат-çимĕçе те интернет урлă саккас паратпăр, кăмăла каякан тумтир туянатпăр, укçа куçаратпăр…

15 Пуш, 2018

Килĕшнĕ те суйланă

Тиматипе Максим Фадеев продюсер пултаруллă çынсене шыраççĕ. Çак тĕллевпех вĕсем ТНТ телеканалта «Песни» проект йĕркеленĕ, пысăк кастинг ирттереççĕ. Иртнĕ шăматкун суйлавăн 5-мĕш тапхăрĕ эфира тухнă.

15 Пуш, 2018

Акăлчан арĕ чăваш сăри вĕретнĕ

Шупашкара НТВ телеканалăн ÿкерÿ ушкăнĕ çитнĕ. Пушăн 11-14-мĕшĕсенче «Поедем, поедим!» кăларăма ертсе пыракан Джон Уорренпа операторсем чăвашсен культурипе, вырăнти кухньăпа паллашнă, тĕп хула илемĕпе киленнĕ.

Pages