Archive - Нарăс 2018

февраль 6th

6 Нарăс, 2018

Çырăнтару пуçланчĕ

Раççей почти нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен 2018 çулхи иккĕмĕш çур çул валли пичет кăларăмĕсене çырăнтарать.

Çак тапхăрта хаçат-журнала унчченхи хаксемпе çĕршыври мĕн пур почта уйрăмĕнче тата Viber мессенджер пулăшнипе podpiska.pochta.ru сайтра çырăнса илме пулать. Палăртнă вăхăт çитичченхи çырăнтарăва пин ытла кăларăм хутшăнать. Çырăнтару йĕрки тата хаксем 2018 çулхи пĕрремĕш çур çулхи пекех сыхланса юлĕç.

февраль 5th

5 Нарăс, 2018

"Вести Чувашии", (№ 4 (1575)) от 03 февраля 2018 года

5 Нарăс, 2018

«Тарăхсан пахчана тухса ĕçлеттĕм»

— Алима теççĕ мана. Атте таçтан тупнă ку ята? Темшĕн хăйĕнчен ыйтман маларах. Кайран кÿршĕ ялсенче те манпа пĕр ятлă хĕрсем çуралкаларĕç-ха, — кулать Алима Запольская хăйĕнпе паллаштарнă май.

5 Нарăс, 2018

Тюменьрен салам илсе килнĕ

Тюмень чăвашĕсем Сурхурие юрласа-ташласа, юмăç пăхса ирттерни çинчен вырăнти телекуравпа та кăтартнă, хаçатра та çырнă. Тăван халăхăн йăли-йĕрки ытти наци çыннисемшĕн те кăсăклă пулни пĕрре те иккĕлентермест. Çак уява «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат тусĕ Роза Степанова юрăç та хутшăннă. Вăл чăваш чĕлхине манман йăхташăмăрсенчен пысăк салам илсе килнĕ.

5 Нарăс, 2018

Элĕкри ватăсене мĕншĕн урăх района куçарнă?

Элĕкри Ваттисен çуртне хупаççĕ. 16 çынна — 10 кинемейпе 6 мучие — урама кăларса тăратаççĕ. Мĕнпе айăпа кĕнĕ-ши вĕсем? Тивĕçлĕ канурисем çак çурта хăйсен килĕ пекех шутлаççĕ. Хăй вăхăтĕнче ун таврашĕнчи çĕр лаптăкĕнче те вăй çитнĕ таран ĕçленĕ. Элĕк салинче тус-юлташĕпе тĕл пулса чун каниччен калаçни мĕне тăрать тата.

Çурта хупма тĕллев тытнине пушар хăрушлăхĕпе çыхăнтараççĕ. Элĕк районĕнче кăна мар, ытти çĕрте те халăх йывăç пÿртре пурăнать-çке. Пирĕн тăрăхра ватăсене шеллесе калаçаççĕ.

5 Нарăс, 2018

Чуншăн — сиплев те, киленÿ те…

Роза Семеновăпа Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕн Элĕк районĕнчи уйрăмĕ ирттернĕ «Амăшĕнчен хĕрне, ашшĕнчен — ывăлне» ал ĕçĕсен куравĕнче паллашнăччĕ. Тавăт ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашне уйăрса панă кĕтесе илемлетнĕччĕ унăн тĕрри-эрешĕпе.

Pages