Archive - Чÿк 2018

ноябрь 21st

21 Чÿк, 2018

«Поэмăна редакцилеме манăн тусăм, вырăс поэчĕ Александр Хабаров, килĕшрĕ…»

Васильев Владимир Михайлович (Владимир Мишшан), çыравçă, куçаруçă, юрист, милици подполковникĕ: «Поэмăна редакцилеме манăн тусăм, вырăс поэчĕ Александр Хабаров, килĕшрĕ…»

21 Чÿк, 2018

Пурнăçланнă ĕмĕт

Çуралнă тăрăхне, тăван ялне, ачалăхне ырăпа аса илет Шупашкар хулин пуçлăхĕн заместителĕ, Шупашкар хулин депутатсен Пухăвĕн председателĕ, Шупашкар хулин депутатсен Пухăвĕн «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракци ертÿçи Виктор Горбунов.

21 Чÿк, 2018

Хваттер хак калаçтарать

Чăваш Енре граждансене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ятран пулăшас тĕллевпе 2008 çулта Чăваш Республикин коммерци майĕпе усă куракан Патшалăх çурт- йĕр фондне йĕркеленĕ. Çапла майпа 2008 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа 2014 çулхи декабрь уйăхĕ тĕлне пĕтĕмĕшле лаптăк 106,3 пин тăваткал метрпа танлашакан 1988 хваттер 23 обьект хута янă. Патшалăх çурт-йĕр фончĕн обČекчĕсем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенче тата Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнче вырнаçнă.

21 Чÿк, 2018

«Пурнăç сăпкара сиктермерĕ»

Урамра сарăлса ÿсекен каштан кирпĕч çурта хăй хÿттине илнĕ тейĕн. Лариса Алексеева йывăçа чÿречерен сăнанă май утса тухнă çул-йĕрне час-часах аса илет.

Хĕрсемпе лашасене те фронта илсе кайнă

ноябрь 20th

20 Чÿк, 2018

Кашни çыншăн тÿлемелле

Юпа уйăхĕшĕн коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн квитанци илтĕм. Унта çĕнĕ йĕрке кĕртнĕ — «ТКО турттарса тухни». Мĕн вăл, манăн уншăн ма тÿлемелле? Тÿлев хăпарĕ-и?

Л.ИВАНОВ, Шупашкар хули.

20 Чÿк, 2018

Унччен «Нарспи» вулаттăмăр...

Хăй вăхăтĕнче республикăра кăна мар, Раççейре тата чикĕ леш енче те палăрма мехел çитернĕ кондитер фабрики халăхра палăрнă сăнарсен — Нарспипе Сетнер — ячĕллĕ канфетсем кăларатчĕ. Пылак çимĕçе кăмăллакансем çакскерсене парне вырăнне хаваспах туянатчĕç. Паянхи ăру патне çитеймерĕç вĕсем, çухалчĕç.

20 Чÿк, 2018

Михаил Ефремов Шупашкара ача чухнех килсе курнă

Иван Яковлев çуралнăранпа кăçал 170 çул çитрĕ. Республикăра Яковлев çулталăкĕ тесе пайăррăн пĕлтермен пулсан та паллă пулăма асран кăлармастпăр, ун ячĕпе тĕрлĕ мероприяти йĕркелетпĕр.

Pages