ÇӲÇ МĔН ПИРКИ СИСТЕРЕТ?
Çӳç организмра пурте йĕркеллех маррине, хăш органпа тимлĕрех пулмаллине чи малтан систерет. Темиçе тĕслĕх илсе кăтартатпăр.
1. Çӳç хытă тăкăнать, иквĕçленет. Сăлтавĕ мĕнре?
- Стресс айăплă. Вăл çӳçе ӳсме кирлĕ гормонсем туса кăларассине вăйсăрлатать, çӳç тымарне апатлантаракан юн тымарĕсене хĕсет.
Мĕн тумалла? Нервсене лăплантарма, стресран хăтăлма вĕренĕр, вара çӳç каллех çăра та кăпăшка пулĕ.