«Манăн анне»
Татьяна Иванова Шупашкарти 55-мĕш шкулта социаллă педагогра ĕçлет. Хăйĕн валли яланах çĕннине уçма тăрăшать. Хĕрĕ Милена кĕçех 4 çул тултарать. Хĕр пĕрчи питĕ калаçма юратать, çавăнпа унпа кирек ăçта кайсан та — театра, лавккана, музея — интереслĕ. Милена амăшне пулăшма юратать: вĕтĕ кукăль çупать. Амăшĕпе хĕрĕ пĕрле ÿкерме те кăмăллаççĕ.