Archive - 28 Çу, 2015

28 Çу, 2015

Ÿсем-ха...

Полина Ивановăн çырасси - чун иленĕçĕ. Кашни саманта илемлетсе шăрçалама ăста вăл. Заметка çумне ÿкерчĕк тума та ухута. Ÿкерессипе те маттур çав вăл, ахальтен мар рес-публика шайĕнчи ăмăртусенче пĕрре мар палăрнă. Чустаран, тăмран тĕрлĕ кĕлетке ăсталассине те тахçанах кăмăллать.

28 Çу, 2015

Тĕрĕ ăсти Галя

Галя Арсентьева ума лартнă тĕллевне пурнăçлатех.

- Палăртнă ĕмĕте пурнăçа кĕртмесен чунра тем йăшăлтатса тăнă пекех туйăнать. Çавăнпа шав малалла ăнтăлатăп, çÿлеллех кармашма тăрăшатăп. Унсăрăн хама лăпкă тытма пултараймастăп, - тет хастар хĕрача.

28 Çу, 2015

Ломоносов пек пулма ĕмĕтленекен Настя

Тăваттăмĕш класра вĕренекен Настя Игнатьева Михаил Васильевич Ломоносов ученăй пек пулма ĕмĕтленет. Математика предметне юратаканскер урокра та пултаруллă. Темĕнле йывăр задача хуравне те чи пĕрремĕш шутласа тупать. Пĕрре мар тĕрлĕ олимпиадăна кайса пултарулăхĕпе палăрнă. Шкул, класс ятне çÿлте тытнă.

28 Çу, 2015

Сăпайлă Женя

Женя Лаврентьева çав тери сăпайлă та ырă кăмăллă хĕрача. Кирек хăçан та юлташĕсене пулăшма хатĕрскере пурте хисеплеççĕ, юратаççĕ.

Хитре почерклă Женя ÿкерме те ăста. Унăн ĕçĕсем çав тери илĕртÿллĕ пулаççĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ хутран пĕр-пĕр илемлĕ япала касса çыпăçтарма та çав тери маçтăр.

28 Çу, 2015

Тинĕс хĕрринчи телейлĕ кунсем

Шкул администрацийĕ вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракан, спортра тăрăшуллă, сцена çинче пултаруллă ачасене Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви «Орленок» лагере канма кайма путевка парасси çинчен пĕлтерчĕ. Талантлă ачасенчен мана суйласа илчĕç.

28 Çу, 2015

Мăн асатте ятне асра тытасчĕ

Виссарион Спиридонович Емельянов, манăн асаттен ашшĕ, 1914 çулхи майăн 23-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Хыркассинче çуралнă. Вăл çичĕ çултах ашшĕсĕр тăрса юлнă. Ăна виçĕ аппăшĕпе пĕрле çирĕп кăмăллă Варвара амăшĕ пăхса çитĕнтерет. Мăн асаттен ачаранах вĕсене пулăшас тесе ĕçре пилĕк авма тивнĕ.

Вăтăрмĕш çулсенче вăл аппăшĕсемпе пĕрле ĕç кунĕсем пулччăр тесе амăшĕпе колхоза ĕçлеме çÿренĕ. 1935 çулта мăн асатте Муркаш район пикипе çемье çавăрнă. Вĕсем тăватă хĕрпе икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ.

28 Çу, 2015

Унaн сăнарe чĕрере упранать

Çитмĕл çул ĕнтĕ эпир мирлĕ пурнăçпа пурăнатпăр, сар хĕвел пăхса йăл кулнишĕн савăнатпăр.

Вăхăт иртет, кунсем пĕр вĕçĕм малалла шăваççĕ. Мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ ветерансем кашни кунах сахалланса пыраççĕ. Вĕсемпе пĕрлех аса илÿсем, сăнÿкерчĕксем, салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем ан манăçчăр тесен пирĕн, çамрăксен, çак тупрана ĕмĕр-ĕмĕре упраса хăварма тăрăшасчĕ. Хамăр тăрăхри вăрçă ветеранĕсен ячĕсене асра тытмалла. Вĕсем пире тăнăç пурнăç парнеленĕ-çке.

28 Çу, 2015

Тĕнче поэзийĕн хĕвелĕ!

Константин Васильевич Иванов - чăваш поэзийĕн классикĕ, халăх мăнаçлăхĕ, Слакпуç ялĕн мухтавлă ывăлĕ. Çутçанталăк ăна тĕрлĕ енлĕ пултарулăх парнеленĕ: поэт, куçаруçă, педагог, художник, сăнÿкерÿçĕ… Пуринчен ытла вăл «Нарспи» поэма çырнипе паллă.

28 Çу, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 21 (6062) №. 28.05.2015

Пирĕн рейд: республикăра Çи­мĕк умĕн масарсене тир­пейленĕ-и? 2стр.

Пиччĕшне çĕçĕпе 26 хутчен чик­нĕ арçын суд сакки çине ларĕ. 4 стр.

Пĕлтĕр Чăваш Енре усламçă ĕçĕпе тăрмашакан 117 çынна айăпланă. 5 стр.

Марат Никитин режиссер хăйĕн «Хорло» фильмне проката кăларасшăн. 8 стр.

«Ывăл çуратмасан больницăна илме пымассипе хăратрĕ упăшка». 12 стр.

Борис Ивановăн хуçалăхĕнче турткăш, хир чăххи, путене, попугай... хÿтлĕх тупнă. 16 стр.

 

28 Çу, 2015

Ачасемшĕн вĕрентекен те, юлташ та

Оксана Кирпичникова Муркаш районĕнчи Пиккикассинче çуралса ÿснĕ. Çемьери пĕртен-пĕр хĕр шкулта вĕреннĕ вăхăтрах вырăс литературине çав тери кăмăлланă.

Pages