Archive - 3 Çĕртме, 2014

3 Çĕртме, 2014

И.НИКОЛАЕВА.ÇУМĂР КĔТЕÇÇĔ - ЧŸК ИРТТЕРЕÇÇĔ

Йăла-йĕрке пурăнсан ял пĕтмест. Ку чăнах та çапла. Юлашки çулсенче республикăри чылай хутлăхра ял кунне палăртма тытăнчĕç. Пĕрисем ăна - Çимĕкре, теприсем - Питравра, виççĕмĕшĕсем Илен кунĕнче е Сăпасра паллă тăваççĕ. Çав вăхăтрах Çуллахи Микулара праçнике пухăнакансем те пур. Сăмахран, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Ачкасси ял тăрăхне кĕрекен Калкассисем, Ачкассисем тата Серенкассисем çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче уявра савăннă. Çуллахи тата Хĕллехи /раштавăн 19-мĕшĕнче пулать/ Микулана /пирĕн тăрăхра ăна Микулнă теççĕ/ ял халăхĕ пысăк праçник вырăнне хурать.

3 Çĕртме, 2014

Професси ăсталăхне тĕрĕслеме - Шупашкара

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн курав залĕ лăк тулли. Çук, хальхинче премьера мар кунта.

Pages