Archive - Çу 2014

мая 29th

29 Çу, 2014

ВĂРĂМ ĔМĔРЛИСЕН УЙРĂМ ДИЕТИ

Паян яппунсемпе норвежецсем вăтамран 80 çул пурăнаççĕ, Раççей çыннисем - 60 çултан кăшт ытларах. Ăсчахсем çак пысăк уйрăмлăх апатланупа çыхăннă тесе шухăшлаççĕ. Вăрăм ĕмĕрлисем мĕн çиеççĕ-ха?

Япони

29 Çу, 2014

Канашра - вертолет-палăк

Ĕнерхи кун Канаш çыннисен асĕнче нумайлăха юлĕ. Хулан тĕп тÿремĕнче хăюлăхпа паттăрлăх монументне - вертолет-палăка - уçрĕç. Кунта çамрăк çарçăсем, кадетçăсем, пограничниксен çамрăк тусĕсем, çĕр-шыв чиккине сыхланă ветерансем, Афганистанри, Çурçĕр Кавказри çапăçусене хутшăннисем ирех пухăннă.

29 Çу, 2014

Депутат халăх тарçи пулма ан пăрахтăр

Республикăн Патшалăх Канашĕ 20 çул тултарать те - мĕншĕн парламент тытăмне-ĕçне тишкермелли сăлтав мар? Темшĕн-çке юлашки çулсенче республика шайĕнчи хаçатсенче парламентарисен ĕçне çутатасси, мĕнле калас, ансăрланчĕ - тĕпрен илсен сессисем çинчен каласа панипех çырлахатпăр. Çакă хăй вăхăтĕнче Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ ПКпа пит туслах пулманнипе те сăлтавланчĕ пуль, çавăн МИХсемпе çыхăннă витĕмĕ вара паян та сирĕлсе пĕтеймест-тĕр. Апла тăк журналистсемшĕн пушшех - сухаламалли çерем.

29 Çу, 2014

Приватизаци бюджета тĕревлетĕр

Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене Пограничник кунĕ ячĕпе саламланинчен пуçларĕ. Анчах ларури калаçу, паллах, уяв тавра мар, кулленхи çивĕч ыйтусем пирки пулчĕ.

29 Çу, 2014

Ыттисен сывлăхĕ çинчен шухăшла...

Федерацин 2013 çулхи нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнчи «Граждансен сывлăхне таврана сарăлнă табак тĕтĕмĕн тата ăна туртнă хыççăнхи сиен витĕмĕнчен сыхласси» 15-мĕш саккунĕ кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче туллин ĕçлеме пуçлать. Унăн хăш-пĕр статйи малтанах вăй илнĕччĕ-ха.

29 Çу, 2014

Пенсие маларах тухас тесен

Канаш районĕнче пурăнакан Иванов /автор ыйтнипе унăн тулли адресне палăртмастпăр/ сиенлĕ условисенче ĕçленипе ватлăхри ĕç пенсине маларах тухасси пирки ăнлантарса пама ыйтнă çырăва РФ Пенси фончĕн Канаш хулинчи тата районĕнчи управленине ярса патăмăр.

29 Çу, 2014

Сухаçăсем ăмăртнă

Çак кунсенче пулас тракторист-машинистсем Вăрнар ял хуçалăх техникумне республика олимпиадине пухăннă. Унта вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсем хутшăннă.

29 Çу, 2014

Явап тытма вăхăт

Юсанмалли 3-мĕш колонирен ристан тарнă /ăна тытни çинчен эпир пĕлтернĕччĕ/ тĕслĕхе тĕпчеççĕ кăна-ха - унăн айăплав вăхăчĕ хушăнасси куç кĕрет. Анчах следстви çакăнпа кăна çырлахмасть: Следстви комитечĕн Çĕнĕ Шупашкарти пайĕ пăтăрмах тĕлĕшпе ИК-3 сотрудникĕ пирки уголовлă ĕç пуçарнă.

Тĕрĕссипе, çав сотрудник колонире ĕçлемест ĕнтĕ, ăна ĕçрен хăтарнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх - вăл, колонин сăнав вышки çинче пулнă часовой, ристан юсанмалли учреждени территорийĕнчен тарнине курнă, анчах çакна сирсе яма мерăсем йышăнман: асăрхаттарса çÿлелле те, таркăна тĕллесе те пемен.

мая 28th

Pages