Archive - Çу 2014

мая 30th

30 Çу, 2014

Улмуççине хÿтĕлер

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче улма-çырла йывăçĕсен турачĕсене вăрăм сăмсаран хÿтĕлесе ирсерен кăшт силлемелли çинчен çырнăччĕ эсир. Пирĕн улмуççисем пит çÿллĕ. Мĕнле им-çампа сирпĕтме юрать-ши? Хурт-кăпшанка тытмалли кăшăл çинчен те тĕплĕнрех пĕлесчĕ.

Валерий Иванов.

Муркаш районĕ, Çатракасси ялĕ.

30 Çу, 2014

Диабет чухне

Тин вĕретнĕ çур стакан шыва 1 чей кашăкĕ чухлĕ вĕтетнĕ йĕтĕн вăррине ярса çур сехете яхăн кĕтмелле. Унтан кăшт лимон сĕткенĕ хушса тĕппипех ĕçмелле. Çакна ĕçнĕ хыççăн 2 сехет иртсен ирхи апат çимелле. Кăнтăрлахи апат умĕн çур сехет маларах курăк чейĕ е кĕтмел çулçи ярса вĕретнине ĕçмелле. Каçпа – хăмла çырли е корица хушнă кĕвелĕк.

30 Çу, 2014

Сухан ăнмасть

Юлашки икĕ çулта сухан туса илейместĕп. Сухана тапăнакан шăна айăплă. Анчах эпĕ унран хÿтĕленсе тем те тăватăп-çке: севока малтан марганцовка шывĕнче тытатăп, кашни çулах çĕнĕ вырăна лартатăп, шăна вĕçме пуçласанах йăрансене краççын хушнă шывпа сапатăп. Тата мĕн тумалла-ши?

Светлана Матвеева.

Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ÿсен-тăрана хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Елена СОКОЛОВА хуравлать.

30 Çу, 2014

Килти выльăх сывă пултăр

Çуркуннехи Микула /çу уйăхĕн 22-мĕшĕ/ тĕлне хирте ĕне çисе тăранмалăх курăк ÿсет теççĕ халăхра. Анчах çурхи сĕтеклĕ курăкпа выльăх-чĕрлĕх кÿпĕнни /ĕне, сурăх, качака/ тата кĕтĕве хăнăхнă чухне ĕнесем пĕрне пĕри тĕксе суранлатни тĕл пулать. Мĕнле асăрханмалла-ха çак инкексенчен.

30 Çу, 2014

Помидор калчи хуçăлсан

Йăран çине куçарса лартнă чухне ăнсăртран икĕ помидор калчине хуçрăм. Пĕрин тăрри йăлтах хуçăлса ÿкнĕ, тепри авăнса аннă, хуппи çинче тытăнса тăрать. Пăрахас тенĕччĕ - алă çĕкленмерĕ, вăрлăхĕ лайăх, Голландире туса хатĕрленĕскер.

30 Çу, 2014

Коррупцие чиновнике пуç çапма тивни никĕслет

«Коррупципе çыхăннă лару-тăру ерипен лайăхланса пыни сисĕнет, çакна граждансен, бизнес-тытăмсен хушшинче йĕркеленĕ ыйтăмсен кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Апла тăк тĕрĕс еннелле утатпăр», - çапларах пуçларĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупципе кĕрешекен координаци канашĕн ĕнерхи ларăвне.

30 Çу, 2014

Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен...

Ваттисен çак каларăшĕ ăслăлăх-тĕпчев институчĕсенче, сăнав лабораторийĕсенче тăрăшакансене çеç пырса тивменнине паян çĕр ĕçченĕ лайăх ăнланать. Палăрăмлă та курăмлă ÿсĕм-çитĕнÿ тăвас тесен кирек камăн та малтан хăйĕн пĕлĕвне пуянлатмалла, тавра курăмне анлăлатмалла, темĕнле кăткăслăх пытарса тăракан ыйтăва та уçăмлă хурав пама пĕлмелле. Сăмах та çук: тыр-пул çитĕнтерекен те паян аграри тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене алла илмесĕр пÿлмене пуянлăхпа тултараймĕ.

Pages