Archive - 8 Apr, 2014

1957 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче эпир, Çĕрпÿри библиотека техникумĕнче вĕренекен 30 хĕр, комсомол путевкипе Казахстана çерем уçма каймашкăн хатĕрлентĕмĕр. 18-19 çулсенчи ушкăна хамăр районти Галина Максимова, Клара Мюресова, Раиса Пермякова лекрĕç.

Куславкка районĕнчи Ырашпулăха епле манăн-ха? Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш, 70-мĕш çулĕсенче унта кайсах тăнă. Тăвансем çут тĕнчерен уйрăлнăранпа çÿремен. Нумай çул иртнĕ пулин те пĕлтĕр юпа уйăхĕнче ялта пулма тÿр килчĕ. Вăл унчченхи сăнне пачах çухатнă.

Пилĕк урамĕ те чиперччĕ. Халĕ тăваттăшĕ сайраланнă, Çирĕклĕ текенни çеç çĕнĕ çуртсемпе пуянланнă. Вăрманкаспа Салтак картишĕ ятлисем пĕтнĕпе пĕрех.

Pages