Archive - 25 Ака, 2014

25 Ака, 2014

Музыка училищине - амăшне систермесĕр

Шупашкар районĕнче ЧР Пуçлăхĕн стипендине кăçал 23-ĕн тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри - Кÿкеç ял тăрăхĕн культурăпа кану центрĕн режиссер-постановщикĕ Олеся Саксонская. Кунта вăл 2010 çултанпа ĕçлет, «Феерия» вокал студине ертсе пырать. Малалла вулас...

25 Ака, 2014

“Чĕрĕ” витаминсем

Çуркунне, хĕвел хĕртме тытăнсан, кашниех илемлĕ пулма тăрăшать. Çÿç, чĕрне, ÿт хĕлле питĕ хавшать, çавăнпа халĕ шăпах ÿт-пĕве йĕркене кĕртмелли вăхăт. Хăшĕ-пĕри аптекăра сутăнакан витаминсене ĕçет. Анчах ÿте, çÿçе, чĕрнене йĕркене кĕртме пулăшакан çимĕçсемпе апатланма та май пур. Вĕсене «илем çимĕçĕсем» тесен те йăнăш мар. Малалла вулас...

25 Ака, 2014

Ака уйăхĕнчи çанталăк

Уйăхăн улттăмĕш кунĕнче тăрнасем кăшкăрсан çĕр ĕçченĕшĕн çул ăнăçлă килет.
Ака вĕçĕнче каçсем уяр, çăлтăрлă тăрсан çав çул тухăç вăйлă пуласса кĕтмелле.
Ака уйăхĕ шывпа, çу - курăкпа пуян теççĕ.
Апрель ăшă, хĕвеллĕ тăрсан май сивĕ килет имĕш.
Аслати авăтмасăр ăшă килмест теççĕ.
Хурăн шывĕ тулăх юхсан çулла çанталăк çумăрлă тăрать.
Чĕкеçсем кăнтăртан ирхине вĕçсе килсен çанталăк уяртать.
Çирĕк çулçă маларах кăларсан çу йĕпе пулать, хурăн иртерех /пуçласа/ çулçă кăларсан çу типĕ килет теççĕ.

25 Ака, 2014

Пулăсене мĕн çитермелле?

Иртнĕ çул ялта пĕве чавтартăмăр. Карас ярса хăварнăччĕ. Хĕл каçрăмăр ĕнтĕ. Пулăсене мĕнпе апатлантармалли шухăшлаттарать.

Николай Урмаков. Патăрьел районĕ, Еншик.

25 Ака, 2014

Пĕрмаях тарлатăп

Питĕ хытă тарлатăп. Лавккана кайса килетĕп – йĕп-йĕпе, картишне тухса сурăхсене апатлантарса кĕретĕп – каллех йĕпе. Çав хушăрах хамăн мĕн ыратнине те пĕлместĕп. Мĕнле чир-ши манăн?

Юлия Николаева. Вăрмар районĕ.

25 Ака, 2014

КАМĂН МĔН ЫРАТАТЬ?

Сыпăсем сурсан. Çур литр банкине 1 стакан кĕвелĕк тата туличчен ыраш çăкăрĕ тĕпретсе ямалла. Çакăн хыççăн кĕленчене 1 чей кашăкĕ апат соди хушса хупламасăрах 5 сехетлĕхе ăшă вырăна лартмалла. Кайран хутăша марля витĕр сăрăхтармалла. Марльăна хайхи шĕвекпе йĕпетсе ыратакан вырăна хумалла.

25 Ака, 2014

Вăрманта пушар ан алхастăр

ЧР Министрсен Кабинечĕн ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче вăрман пушарĕсене пула шар курма пултаракан ял-поселокăн переченьне çирĕплетрĕç. Ку списока 16 ял, сад юлташлăхĕсем, ача-пăча сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсем тата экономика объекчĕсем кĕреççĕ. Шăмăршă районĕнче çакнашкал 7 ял вырнаçнă, Вăрнарпа Йĕпреç тăрăхĕсенче - 2-шер, Улатăр, Патăрьел, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав районĕсенче - 1-ер.

Pages