Archive - Jan 2014

январь 25th

Пĕлтĕр республикăри çулсем çинче 2046 авари пулнă, вĕсенче 253 çын вилнĕ, 2,6 пин ытларах çын суранланнă. Асăннă цифрăсем çулталăк маларах пулнă кăтартусенчен пĕчĕкрех. Вилнисен шучĕ пушшех самай пĕчĕкленнĕ - 4,5% чакнă. Эппин, çулсем çинчи йĕркелĕх хуралĕ хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă пулма тивĕç. Çапла, ЧР ШĔМĕн Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир РОМАНОВ та автоинспекци иртнĕ çулхи тĕллевсене туллин пурнăçланине палăртать, анчах журналистсемпе курнăçса çулталăка пĕтĕмлетнĕ май вăл пур пĕр çивĕч ыйтусенчен пăрăнса иртмерĕ.

Республикăра пурăнакансен 32% - чăвашсем мар, ытти халăх çыннисем. Çак лару-тăрура чăвашсемшĕн кăтартуллă çураçулăх пĕлтерĕшĕ пысăк. Ăна «толерантлăх» теççĕ, çак пахалăх пирĕншĕн хайхи ăнлав Раççейре çураличчен чылай маларахах кăтартуллă пулнă. Çапах сисчĕвлентерекен уйрăм самантсем çук тееймĕн.

Муркаш районĕнчи Шомикри психоневрологи интерначĕн директорĕ Сергей Вачаев пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче учреждени кассине хăйĕн кĕсйипе арпаштарнăшăн суд умне тăнăччĕ. Ĕç-пуç вĕçленмен иккен, унăн каллех приговор итлеме тивет-тĕр.

Следстви комитечĕн Етĕрнери пайĕ интернат экс-директорĕ тĕлĕшпе тата 11 уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна служба вырăнĕпе усă курса улталанă тесе шанмаççĕ.

Петр Степанович ПУПИН 1954 çулхи кăрлачăн 3-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă. Виçĕ çул çар хĕсметĕнче пулнă. 1976-1981 çулсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетĕнче вĕреннĕ. 1993-1995 çулсенче Чăваш ÿнерçисен пĕрлĕхне ертсе пынă.

Пултаруллă та яваплă, тăрăшуллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксем - çĕр-шыв пуласлăхĕ. Телее, ăсĕ-тăнĕпе, çаврăнăçулăхĕпе савăнтаракан маттур яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç сахал мар чăвашра. Вĕсем малашлăха çул хывас тĕллевпе мĕн ачаранпах малалла ăнтăлаççĕ, çавна кура çитĕнÿсем те нумай кĕттермеççĕ.

Уявра ĕçтешсемпе пĕрле савăнни асра юлать. Кăçал та Раççей тата Чăваш Пичечĕн кунĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрне пуçтарăнтăмăр. Юлташсемпе тĕл пулса калаçниех кăмăла çĕклет. Çакăнти куравра массăллă информаци хатĕрĕсенче, издательствăсемпе телекоммуникаци предприятийĕсенче вăй хуракансем хăйсен ĕçне туллин кăтартасси йăлана кĕчĕ. Чăнах, мăнаçланмалли пур пирĕн! Экспозицисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ырларĕ. Чăваш наци телекуравĕн стенчĕ патĕнче Михаил Васильевич калем ăстисене уяв ячĕпе тÿрĕ эфирта саламларĕ.

Pages