Archive - Jan 2014

январь 24th

Кăçал - Культура çулталăкĕ. Çавна май Çĕрпÿсем хулана илемлетме тытăннă, этнокультура паркĕ тума шухăшланă. Тĕрĕссипе, парка пĕлтĕрхи кĕркунне уçнă, чÿк уйăхĕнче çак ятпа савăнăçлă мероприяти те иртнĕ. Анчах кăшт вăхăт иртсен ĕç чарăннă. Мĕн сăлтавпа-ха?

Вĕрентÿпе культура - этем пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ енсем. Мĕнпе çыхăнса тăраççĕ-ха вĕсем? Çак ыйту тавра калаçăпăр паян «Чуна уçса калаçар» тĕпелте Шупашкарти Н.В.Смирнов ячĕллĕ 33-мĕш вăтам шкулăн чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕпе Ирина Диаровăпа. «Талантсăр ачасем пулмаççĕ.

Иртнĕ ĕмĕрте Совет Союзĕ чи вулакан çĕр-шыв шутланнă. Çынсем таçта та - урамра, транспортра, библиотекăра, килте... - вуланă. Халĕ вара кĕнеке вырăнне компьютер, Интернет, кинофильмсем йышăнчĕç. Çапах, социаллă тĕрлĕ тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, студентсен пĕр пайĕ алла куллен кĕнеке тытма пăрахман-ха. Экономика аслă шкулĕн Чул хулари наци тĕпчев институчĕн тишкерĕвĕпе килĕшÿллĕн - вĕренекен çамрăксен пысăк пайĕ /75%/ илемлĕ литература хайлавĕсене вулать. Çавăн пекех фантастика произведенийĕсене, приключениллĕ повеç-романа куллен шĕкĕлчекенсем те пур.

Çĕнĕ çул уявĕ хыçа юлчĕ. Хĕл Мучисемпе Юр Пикесем хăйсен тумĕсене хыврĕç. Шупашкара волонтер мелĕпе килнĕ Йокко Култима финăн тăван хулинче вара çулталăк тăршшĕпех уяв, мĕншĕн тесен вăл Санта-Клаус ялĕнче пурăнать. Чăваш Ене килнĕ çамрăкпа паллашма васкарăм, вырăсла пĕлменскерпе акăлчанла пуплеме тиврĕ.

Пусă çаврăнăшĕ - тĕрлĕ сезонра культурăсене тăпра пулăхне упраса хăварас тĕллевпе кирлĕ пек черетлентерсе пыни. Ĕçĕ кунта çакăнта, пĕр йышши культурăсем пĕр вырăнта темиçе çул туса илсен пĕрмаях пĕр япалана туртнипе тăпрана чухăнлатаççĕ. Çавна май тухăç та чаксах пырать.

Тăпрана чухăнлатас мар тĕллевпе пусă çаврăнăшĕ йĕркелеççĕ, пĕр çул пĕр культура, тепĕр çул - пачах урăххи ÿстереççĕ. Çавна май тăпра пĕрремĕш çул çухатнă тутлăхлă япаласене тепĕр çул, урăх йышши культурăна ÿстернĕ май пухма пултарать.

Пусă çаврăнăшне йĕркеленĕ чух икĕ çак пая тĕпе хумалла,

Чылай улма-çырлапа эмел культурисен вăрлăхĕсен хăйне евĕрлĕ уйрăмлăхĕ пур, лайăх пулса /пиçсе/ çитсен вĕсем тепĕр çулах ăнăçлă шăтса ÿсме пултараççĕ. Ансатрах каласан стратификаци вăл – вăрлăха пулса çитме май туса пани. Стратификацилемен /пулса çитмен/ вăрăсем çуркунне е пачах шăтмаççĕ, е вĕсенчен питĕ сахалăшĕ кăна шăтать.Çакăн пек культурăсен шутне чи малтанах шăмă вăрăллă культурăсем, лимонник, япони айви, кедр, юман, илемĕшĕн ÿстерекен тĕмсем, пур йышши эмел курăкĕсем /кăнтăр районĕсенче çитĕнекенннисемсĕр пуçне / кĕреççĕ.

январь 23rd

Шкул сакки çине ларнă-ларманах Диана Моисеевăн чунĕнче сăвă çырас туртăм вăраннă. Ăнсăртран мар пуль. Пиччĕшĕн Артемăн сăввисем тăтăшах «Тантăш» тата «Çĕрпÿ хыпарçи» хаçатсенче пичетленнĕ, хĕр ачан та тăванĕнчен юлас килмен. Пиччĕшĕ йăмăкне шухăша уçăмлăрах çырма вĕрентнĕ тата тĕрлĕ сĕнÿпе пулăшнă.

Кăçалхи пĕрремĕш бал - кадетсен уявĕ - кăрлачăн çирĕммĕшĕнче Ача-пăча пултарулăх керменĕнче иртрĕ. Ăна Культура çулталăкне халалланă. «Хĕллехи юмаха» республикăри кĕçĕн тата 5-7 классенчи кадетсем пуçтарăннă.

2013 çул вĕçĕнче Çĕрпÿ районĕнчи шкулсенче вĕренекен çамрăк çыравçăсен «Çавал» ентешлĕхĕ йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă «Çĕрпÿ енĕн паллă çыннисем» пултарулăх конкурсне ирттертĕмĕр. Шкул ачисене хамăр тăрăхри сумлă, хисеплĕ çынсен ырă та пархатарлă енĕсене курма, вĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарас, çамрăк çыравçăсен ăсталăхĕпе пултарулăхне ÿс- терме пулăшас тĕллев лартрăмăр хамăр ума.

Pages