Archive - 4 Юпа, 2014

4 Юпа, 2014

Петр ЯЛУКОВ: Аталану пĕр тĕллевлĕ коллективран пуçланать

Çак рубрикăна «Хыпара» тавăрас терĕмĕр. Ÿлĕм унпа кун çути куракан страницăра промышленноçпа ял хуçалăхĕнчи ыйтусене хаçатра çивĕчрех лартăпăр, паха опыт пухнă тата ĕçре ÿсĕм тунă ертÿçĕсене сăмах парăпăр.

4 Юпа, 2014

Вĕрентекенрен çĕр-çĕр çын шăпи килет

Унăн сăнарĕ кашни çын асĕнчех мĕнле те пулин ÿкерĕнсе юлать. Сăн-сăпачĕ, кÿлепи, сасси, калаçу-тыткаларăш манерĕсем... - вăхăт темĕн чухлĕ иртсен те юратнă вĕрентекенĕн хăйне евĕрлĕхĕсене манмасть этем. Чăн та, кашниех асра тарăн йĕр хăвараймасть.

4 Юпа, 2014

Ахах та ĕнчĕ хушшинчи чĕлхемĕр

Константин Иванов тесенех куç умне 1990 çулта Мускаври Союзсен çурчĕн Колонна залĕнче поэтăмăр çуралнăранпа 100 çул çитнине тĕнче шайĕнче ирттернĕ хавхалануллă кунсем аса килеççĕ.

4 Юпа, 2014

Наркăмăшланнисем - вун-вун çын

Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти сиплев учрежденийĕсенчен наркăмăшланнине кура 61 çын пулăшу ыйтнă. Вĕсенчен 15-шне госпитализацилеме тивнĕ.

4 Юпа, 2014

Олимп чемпионĕ В.Соколов валли хаçатăн 4-мĕш страницинче çеç вырăн тупăннă

1968 çулхи юпа уйăхĕн 12-27-мĕшĕсенче Мехикăра çуллахи XIX Олимп вăййисем иртнĕ. Мексикăн тĕп хулине 112 çĕр-шывран 5531 спортсмен /çак йышра 781 хĕрарăм/ килсе çитнĕ. Программăна спортăн 20 тĕсне кĕртнĕ. Вăйăсем 76 олимп тата 28 тĕнче рекорчĕпе палăрнă.

Pages