Archive - 2013

декабрь 21st

21 Раштав, 2013

«Сухай кинемисем»

Уçырмари культура çуртĕнче Удмурт Республикинчи çĕкленчĕк кăмăллă кинемейсен «Бурановские бабушки» фольклор-такмак ансамблĕн репертуарĕнчи юрă илтĕнсе кайсан фойери, урамри халăх залалла туртăнчĕ. Раççейре кăна мар, Европăра та анлă сарăлнă юрă сăмахĕсем чăвашла янăрани тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ.

Ансамбльте сакăр çын. Ячĕ - «Сухай кинемисем». Ăна пуçараканĕсем - О.Васильевăпа И.Степанова. Иккĕшĕ те вĕрентекенсем. Ольга Леонидовна Канашри педагогика колледжĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет, Ирина Ильинична - хулари 8-мĕш вăтам шкулта пуçламăш классене.

21 Раштав, 2013

Амăшĕ те вăл, кукамăшĕ те

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнарти пĕр çемьере Иванов, Петров хушаматлă ачасем ÿсеççĕ. 33 çул килĕштерсе пурăнакан Галина Александровнăпа Александр Николаевич Индейкинсем хăйсен 3 тĕпренчĕкĕ ÿссе çитсен опекăна илнĕ. Аслисем, Андрейпа Светлана, çемье çавăрнă, ашшĕ-амăшне мăнуксем парнелеме ĕлкĕрнĕ. Кĕçĕнни Людмила Шупашкарта медицина колледжĕнче вĕренет.

21 Раштав, 2013

Нарспие нумайăшĕ вылянă, ăна çитекенни пулман

РСФСР тата ЧАССР халăх артисткине Нина Григорьевăна юбилейпе саламланă май çапла каларĕ К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн тĕп режиссерĕ Валерий Яковлев. Çĕрпÿ районĕнчи Чиричкасси хĕрĕ калăпланă сăнарсем халăх асĕнче, культура историйĕнче юлни çинче чарăнса тăчĕ вăл. Уяв каçĕнче Нина Ильиничнăна «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăларĕç. В.Распутинăн «Сыв пуллашу» ĕçĕнче Настасьăна вылянăшăн Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен «Туганлык» фестивальте «Хĕрарăм ролĕ иккĕмĕш планри» номинацире çĕнтернĕ вăл.

21 Раштав, 2013

Мир, Туслăх, Пĕрлĕх палли

Раштавăн 27-мĕшĕнче Чăваш Ене ятарлă рейспа 2014 çулта Сочире иртекен XXII хĕллехи Олимп вăййисен тĕп символĕ çитмелле. Çулăм эстафети Раççейре пĕрремĕш хут иртет. Вăл старт илнĕренпе Шупашкарăмăр - 95-мĕш хула.

21 Раштав, 2013

Ютран илнĕ арăмна пĕччен ан яр хăнана

Хăйĕн варĕнче ÿтленсе çут тĕнчене килнĕ пепкинчен çĕр-шыва юрăхлă çын тăвассишĕн ытларах хĕрарăм тăрăшнине хăнăхнă эпир. Анчах амăшĕн сăваплă ятне варалакан та йышланчĕ республикăра.

21 Раштав, 2013

Чăваш каччин сасси генерала та тыткăнланă

Пĕчĕк Сашук колхоз председателĕнче ĕçлекен ашшĕ тытса пыракан мотоцикл кÿминче ярăнма кăмăлланă. «Ну, Сашук, юрласа пар», - час-часах ыйтнă уй-хирте тăрмашакансем. Лавккана пырсан та канфетпа хавхалантарнă май çав çăмăлпах чăрмантарнă ăна аслисем.

21 Раштав, 2013

Пĕр çунатпа вĕçеймĕн

- Пур чĕр чун та хăйне юратакан патне кăна туртăнать. Çав шутра - этем те. Уçă кăмăллă та ÿрĕк çынпа çумăрлă çанталăкра та уярти пекех. Пĕр çунатпа вĕçейместĕн вĕт-ха, иккĕшĕ те сывă пулсан çеç çÿл тÿпене улăхма пулать. Дусьăпа Çĕрпÿ районĕнчи Нĕрĕшре паллашрăм.

декабрь 20th

Pages