"Ăратлăхпа ĕçлемелле"

23 Çĕртме, 2018

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче республикăра чĕр тавара вырăнта   тирпейлессине, сĕтлĕ выльăха ĕрчетессине аталантарассипе «çавра сĕтел» иртрĕ. Унта ЧР Ял хуçалăх министерствин представителĕсем, хуçалăхсен ертÿçисем хутшăнчĕç. 

Сĕтлĕ выльăха ĕрчетессипе республикăра малта пыракан хуçалăхсен ертÿçисем çитĕнÿ вăрттăнлăхĕпе, пуян опытпа паллаштарчĕç. Сăмахран, Шупашкар районĕнчи «Ольдеевская» агрофирмăн директорсен канашĕн председателĕ Евгения Беликова каланă тăрăх, продукци туса илессине ÿстерме ăратлăхпа ытларах ĕçлемелле. Вĕсем ăратлă пăрусене аякранах кÿрсе килеççĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхра ĕне пуçне талăкра 30 л ытла сĕт паракан ĕнесем те пур. Паллах, апат рационне те пуянлатмалла. 

Ларура тупăш ытларах илмешкĕн чĕр таварăн хăй хаклăхне чакарма сĕнчĕç. Ăна валли энерги ресурсне перекетлекен техникăпа, технологипе усă курмаллине палăртрĕç. Ял хуçалăх малашлăхĕ — çамрăксенче. Отрасле яш-кĕрĕме ытларах явăçтарма, ку енĕпе малашне çыхăнса ĕçлеме ЧР Ял хуçалăх министерстви, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ, АПК организацийĕсем виçĕ енлĕ килĕшĕве алă пусса çирĕплетрĕç. 

Аслă шкулăн акт залĕнче 2017 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе «Агро-100» клуба кĕме тивĕçнĕ организацисемпе фермер хуçалăхĕсене палăртрĕç. Малти вырăнсене «Авангард» пĕрлешĕвĕн «Цивильский бекон» филиалĕ, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ», «ЯХК «Атлашевский» /Шупашкар районĕ/пĕрлешÿсем тивĕçрĕç. Вĕсене вымпел /1-мĕш вырăншăн/, Хисеп хучĕ парса чысларĕç.

Николай АЛИВАНОВ, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ертÿçи:
— Иртнĕ çул пĕрремĕш вырăна тухнăччĕ. Кăçал Çĕрпÿсем пирĕнтен иртрĕç. Чăн та, чĕр тавар тирпейлессипе вăйлă ĕçлесе пыракан предприятипе пире тупăшма йывăртарах.
Çапах эпир те малаллах аталанатпăр, талпăнатпăр. «Агро-100» клуб тата лайăхрах ĕçлеме хĕтĕртет.

Александр БАХТЕРОВ, Комсомольски районĕнчи «Асаново» хуçалăх ертÿçи:
— «Агро-100» клуба лекрĕмĕр, анчах списокра 22-мĕшĕнче. Иртнĕ çул вара тата хыçаларах пулнăччĕ. Кăçал палăрмаллах çĕкленни савăнтарать. Ман шухăшпа, ĕç тухăçлăхне палăртнă чухне пысăк тата пĕчĕк хуçалăхсене, продукцие вырăнтах тирпейлекенсене уйрăмшар хакламалла.
Эдурад АРСЕНТЬЕВ, Канаш районĕнчи фермер:
— Аслă шкултан вĕренсе тухсан ял хуçалăхĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Иртнĕ çул грант илсе фермер хуçалăхĕ уçрăм. Маншăн пысăк пулăшу пулчĕ. Паянхи мероприяти АПКра лайăх ĕçлесе пыракан ертÿçĕсемпе, специалистсемпе паллашма май пачĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас