Арăмне çунтарнă

19 Юпа, 2015

РСК ЧР СУ Канашри районсен хушшинчи следстви уйрăмĕ 49 çулти арçын тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна мăшăрне вĕлерме хăтланнăшăн айăплаççĕ.

Следстви версийĕ тăрăх, кăçалхи авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче арçын хăйĕнчен пĕр çул кĕçĕн арăмне çăмăллăн çунакан шĕвекпе сапса тивертнĕ, анчах вĕлереймен. Уголовлă ĕç материалĕсем тăрăх çакă паллă: хĕрарăмăн пичĕ, мăйĕ, сылтăм урипе алли - кĕлеткин 60 проценчĕ - пиçнĕ. Хальхи вăхăтра вăл сиплев учрежденийĕнче.

Айăпланакан психиатр патĕнче шутра тăни паллă. Çавăнпах ăна та следстви пынă вăхăта психиатри стационарне вырнаçтарнă. Тискерле хăтланнă вăхăтра вăл хăйне еплерех туйнине тĕпчеме судпа медицина тĕрлĕ экспертизи ирттерĕç.

Ĕç-пуçа уçăмлатма уголовлă ĕçе малаллах тишкереççĕ.

Анна НИКОЛАЕВА.

Рубрика: