Аптăратмăш колорада нăрри

17 Çĕртме, 2015

Çанталăк шăрăх тăнă май çĕрулмине колорада нăрри тапăнчĕ. Çу каçа унран хăпма икшер-виçшер хут хими препаратне сапатăп ĕнтĕ, анчах çав-çавах унтан хăпаймастăп. Килти мелпех пĕтерме çук-ши ăна? Хими çимĕçĕ тесе лавккаран туянма хăраса тăратпăр. Капла хамăра хамăрах пĕтеретпĕр мар-и?

Виталий МИРОНОВ. Йĕпреç районĕ.

Чăн та, килти пахчаçимĕçе, улма-çырлана сиенлĕ хурт-кăпшанкăран, кăшлакан чĕрчунсенчен хими хатĕрĕсемсĕрех сыхлама тăрăшмалла. Ку çимĕçе кайран хамăрах çиетпĕр-çке. Колорадо нăррипе çулсерен кĕрешетпĕр ĕнтĕ. Çук, ниепле унран хăпса пĕтейместпĕр. Вăл та хими препарачĕсене хăвăрт хăнăхать çав. Çавăнпа сире çак мелпе усă курма сĕнесшĕн:

1. Çĕрулми лартнă чухне вăрлăхпа пĕрле ыхра хуппине кăштах хумалла. Паллах, çакна тума халĕ каярах юлтăмăр. Апла пулсан çĕрулми шăтса тухсан тĕмĕсем хушшине ыхра шăлне чикмелле. Авăра сапма шĕвек хатĕрлемелле: 10 литр шыва 200 г вĕтетнĕ ыхра ярса талăк лартмалла. Сапас умĕн шĕвекре 50 г кĕпе çумалли супăнь ирĕлтермелле.

2. Кĕл те колорада нăрринчен лайăх сыхлать. Ала витĕр кăларнă кĕле лăпкă, типĕ çанталăкра çĕрулми аврине сапмалла ?10 кг кĕл 10 тăваткал метра çителĕклех%. Тепĕр 15 кунран каллех çапла тумалла. Çак мелпе усă курсан пĕчĕккисем çеç мар, пысăк хуртсем те пĕтеççĕ.

3. Шĕпĕн курăкĕн тунине витрене тултармалла, шыв ямалла. Вĕреме кĕртмелле те çулăм çинче 15 минут тытмалла. Сивĕтсе сăрхăнтармалла. Шĕвеке 10 литр шывпа хутăштармалла. Унпа кулленех çĕрулми аврине сапмалла.

4. Шывра кĕпе çумалли супăнь ирĕлтермелле. Унтан йывăç кĕл хушмалла ?тĕксĕм тĕслĕ пуличчен%. Шĕвекре шăпăр йĕпетсе çĕрулми тĕммисене сапмалла.

5. Витрене 200 г кукша пуç курăкĕ, чăрăштăрри, 1 л шыв ярса вĕреме кĕртмелле, çулăм çинче 15 минут тытмалла. Унтан сивĕтмелле, сăрхăнтармалла. 0,5 л шĕвеке пĕр витре шывпа хутăштармалла та çĕрулми аврине сапмалла.

Рубрика: 

Новости по теме