Аппăшне - çивĕч çĕçĕпе

9 Утă, 2015

Сĕнтĕрвăрри районĕн сучĕ ниçта та ĕçлемен 31-ри арçын айăплине çирĕплетнĕ, ăна пĕтĕмĕшле режимлă колоние 4 çуллăха ăсатма йышăннă.

Следовательсем тĕпченинчен, судья пăхса тухнинчен акă мĕн паллă: кăçалхи март уйăхĕн 2-мĕшĕнче çак арçын килĕнчех, Сĕнтĕрвăрри хулинче, пулнă. Ÿсĕрскер аппăшĕпе харкашса кайнă. Сăлтавĕ те паллă - ăна аппăшĕпе саккунсăр упăшки коммуналлă тăкаксемшĕн тÿлеменни вĕчĕрхентернĕ. Тахăш самантра арçын сĕтел çинчи çĕççе ярса тытнă та пĕртăванне кăкăрĕ тĕлĕнчен яшлаттарнă. 40 çулти хĕрарăм хытах суранланнă. Палăртса хăвармалла: вĕлерессипе хăратнăшăн, çын сывлăхне самаях пысăк сиен кÿнĕшĕн ăна 2009 çулта суд сакки çине лартнă, 4 çуллăха ирĕксĕр хăварнă.

Рубрика: