Анне палăкĕ çĕнтернĕ
29 Jul, 2016 | Экономика

Шупашкар хули 200 тата 2000 тенкĕлĕх хут укçасем валли символ тупас тĕллевпе йĕркеленĕ конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ витĕр ăнăçлă тухнă 25 хула шутне кĕнĕ. Конкурс ирттересси çинчен Раççей банкĕ çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Твоя-Россия.рф сайтра пĕлтернĕ.

Чăваш Ен çыннисем тата тĕп хулара пурăнакансем Шупашкарăн тĕп паллишĕн — Анне палăкĕшĕн — йышлăн сасăланă. Шăпах вăл пĕрремĕш тапхăра парăнтармалли виçе — 5 пин сасă — урлă каçнă. Çавăн пекех А.Г.Николаев, В.И.Чапаев палăкĕсемшĕн, Остап Бендер скульптуришĕн сасăлакансем те пур.

Сасăлавăн пĕрремĕш тапхăрĕ утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Иккĕмĕш çурла уйăхĕн 5-30-мĕшĕсенче иртет. Çав вăхăтра Халăх шухăшĕн фончĕ Раççейре ыйтăм йĕркелет. Унăн кăтартăвĕсемпе вунă хулана тата вĕсен 20 символне палăртаççĕ. Кампанин юлашки, виççĕмĕш, тапхăрне авăн уйăхĕнче ирттерме палăртнă. Ун чухне мала тухнă вунă хуларан икĕ çĕнтерÿçе тата вĕсен тăватă символне суйласа илĕç.