Анастасия Александрова - тĕнче спорт мастерĕ

Иртнĕ эрнере Шупашкарта кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри 35-мĕш турнир иртрĕ. Çĕршыври регионсен тупăшăвĕнче йăлана кĕнĕ ăмăртусен чи пысăк кубокне Санкт-Петербург хулин пĕрлештернĕ команди çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Чăваш тата Тутар республикисен атлечĕсем.
Республика чысне Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем, Елчĕк, Комсомольски, Патăрьел, Йĕпреç, Шупашкар, Çĕрпÿ районĕсен тата Канаш хулин атлечĕсем уйрăмах лайăх хÿтĕлерĕç. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче чăваш халăх хаçачĕн тĕп парнине ял хуçалăх академийĕн экономика факультечĕн магистранчĕ Анастасия Александрова çĕнсе илчĕ. 22 çулти пулас экономист 24 килограмлă кире пуканне малтан сулахай, унтан сылтăм алăпа 184 хут сулласа çĕклерĕ, ытти регион хĕрĕсене хыçа хăварса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Анастасийăн результачĕ — тăван республикăн абсолютлă рекорчĕ кăна мар, тĕнче спорт мастерĕн нормативĕнчен те самай пысăкрах. «Куславкка районĕнчи Тĕрлемесри вăтам шкулта вĕреннĕ чух эпĕ ытларах çăмăл атлетикăпа, хĕлле вара йĕлтĕрпе чупассипе кăсăкланнă. Манăн анне Надежда Петровна хăй вăхăтĕнче Хусанти ветеринари академийĕнче вĕреннĕ, тĕрлĕ дистанцие чупассипе Тутарстан чемпионачĕсенче призлă вырăнсем йышăннă. Эпĕ те ун пекех спорта юратрăм. Кире пуканне йăтма мана Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн доценчĕ Борис Глинкин вĕрентрĕ. 2015 çулта «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн тăван Куславкка районĕнче ирттернĕ турнирта пуçласа пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Çавăн хыççăн Германире, Польшăра, Исландире, Казахстанра, Кăнтăр Корейăра иртнĕ Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче те малти вырăнсене йышăнса медальсем çĕнсе илтĕм. Шел, кире пуканĕ йăтассине Олимп вăййисен программине кĕртмеççĕ», — терĕ Раççей спорчĕн мастерĕ.
63 килограмлă виçере мала тухассишĕн вун икĕ спортсменка вăй виçрĕ. Çитĕннисен ушкăнĕнче Канаш хулинчи Алевтина Евграфова çĕнтерчĕ. Вун сакăр çултан кĕçĕнрех хĕрачасен ушкăнĕнче ăмăртнă Йĕпреç районĕнчи Даяна Бачина 16 килограмлă снаряда 195 хут сулласа çĕклерĕ, чи лайăх результат кăтартрĕ, «Хыпар» хаçатăн ылтăн медальне тивĕçрĕ. Йăлана кĕнĕ турнирăн наградисене çавăн пекех хăйсен виçисенче малти вырăнсене йышăнса кăçал Шупашкарти 27-мĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă Августина Павлова, Киров облаçĕн командинчи Ирина Тюлькинăпа Карина Филимонова, Муркаш районĕнчи Екатерина Иванова педагог, Патăрьелĕнчи Анна Кузне-цова, Етĕрнери Карина Алякина, Куславккари Анна Антонова, Елчĕкри Екатерина Семенова, Шупашкар районĕнчи Марина Антоновăпа Мария Лукиянова тата Канаш районĕнчи Татьяна Михайлова çĕнсе илчĕç. Яшсен хушшинче ылтăн медальсене И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн студенчĕ Виктор Филиппов, Çĕрпÿри Павел Сидоров, Елчĕк районĕнчи Анатолий Узюкинпа Александр Константинов, Йĕпреç районĕнчи Антон Анисимов тата Патăрьел тăрăхĕнчи Игорь Алексеев тивĕçрĕç. Абсолютлă чемпион ятне çĕнсе илнĕ Канаш районĕн каччи Виктор Филиппов 24 килограмлă икĕ пукана кăкăр çинчен 98 хут тĕртрĕ, иккĕмĕш хăнăхтарура 153 очко пухрĕ.
Яшсемпе хĕрсен ушкăнĕсенче пирĕн республикăн тата Киров облаçĕн спортсменĕсем ытларах палăрчĕç пулсан, çитĕннĕ атлетсен хушшинче вара ылтăн медале пуринчен те ытларах Санкт-Петербургран килнĕ хăнасем çĕнсе илчĕç. Ылтăн медальсене хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăн йышăнса Нева хĕрринчи хулара пурăнакан тĕнче чемпионĕ, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Антон Коляков, тĕнче спорт мастерĕсем Валерий Литвинко, Дмитрий Дубровин, Сергей Петров, çавăн пекех Самар облаçĕнчи офицер Олег Щербин, Пушкăртстанри Эдуард Свищев тата Киров облаçĕнчи Егор Демышев тивĕçрĕç. Пирĕн республикăри пăхаттирсенчен пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене Елчĕк районĕнчи А.В.Игнатьев ячĕллĕ спорт шкулĕнче вĕреннĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн командин чысне хÿтĕленĕ Василий Кириллов, Дмитрий Курчин, Александр Павлов, Йĕпреç районĕнчи тĕнче спорт мастерĕ Алексей Иванов тата Патăрьел районĕн командинчи Сергей Кушников йышăнчĕç.
Чылай виçере спорт ветеранĕсем те хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Комсомольски районĕнчи «Слава» ЯХПКра 40 çул ытла механизаторта ĕçленĕ Федор Ефимов нумаях пулмасть 83 çул тултарнă. Йывăр ĕçре пиçĕхнĕ патвар мучи ватлăхра та тимĕр вăййипе туслă. 12 килограмлă снаряда вăл малтан сулахай, унтан сылтăм алăпа 60 хут сулласа çĕклерĕ, аслă çулти ветерансен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăна тухрĕ. 75-80 çулсенчи спорт ветеранĕсен хушшинче Канаш хулинчи Владимир Понихидкинпа Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ Владимир Шуряков паха результатсем кăтартрĕç.

www.hypar.ru

Вячеслав СИДОРОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.