Ăнăçу формули

24 Чÿк, 2015

РФ Президенчĕн Чăваш Республикинчи йышăну пÿлĕмĕнче Патшалăх управленийĕн пĕчĕк академийĕн слушателĕсен тата унтан вĕренсе тухнисен тĕлпулăвĕ иртнĕ.

Нумаях пулмасть вĕренме пуçланисене Чăваш Енри Академи выпускникĕсен ассоциацийĕн ертÿçи, республикăри "Çамрăксен технологийĕсем" общество организацийĕн Канашĕн председателĕ Алексей Ефимов тата "Салют" Культура керменĕн директорĕн заместителĕ, проектсен конвейерĕн çĕнтерÿçи, пĕтĕм Раççейри "Территория смыслов на Клязьме" çамрăксен форумне хутшăннă Иван Сидоров "ăнăçу формулипе" паллаштарнă, професси тĕлĕшĕнчен ÿсмелли тытăма хăйсем еплерех курни çинчен каласа кăтартнă. Вĕсем çамрăксене патшалăх влаçĕн органĕсен тытăмĕнче стажировка тухнă чухнехи яваплăх пирки ăнлантарнă. Вĕренÿ программине республикăри министерствăсен, предприяти-организацисен пултаруллă ертÿçисемпе тĕлпулусене ирттерессине кĕртни те вырăнлă пулнине палăртнă. Проектсем хатĕрлес енĕпе те пысăк ĕç пурнăçланни пĕлтерĕшлĕ.

Рубрика: